Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каймастӑн (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ниҫта та каймастӑн, — терӗ ҫирӗппӗн Фомин.

— Никуда ты не поедешь, — твердо сказал Фомин.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Таҫта каллех хӗр ҫураҫма каймастӑн пулӗ-ҫке?

Уж не сызнова ли свататься идешь?

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ сӑмах ыйтма кивҫене каймастӑн

У тебя на любой сказ своя затычка…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ыран ир ниҫта та каймастӑн пуль? — ыйтрӗ вӑл.

— Надеюсь, ты с утра никуда не уезжаешь? — спросила она.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ма унта каймастӑн, Михайла?

Чего же не идешь туда, Михайла?

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗлетӗп ӗнтӗ, пуп патне венчете каймастӑн, туй тума та кӑмӑлу ҫук, ҫавах та аҫу-аннӳ пилӗсӗр юрамасть.

Знаю, у попа венчаться не будешь, свадьбу справлять тоже не желаешь, а все ж таки без родительского благословения нельзя.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кала тархасшӑн, мӗншӗн эсӗ Иринӑна хӑв арӑму тетӗн вара, бронь хутӑн пулать, анчах хӑв патна илсе каймастӑн?

Ну, скажи, зачем ты объявил Ирину своей женой, наложил, так сказать, бронь, а к себе не берешь?

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каймастӑн апла?

— Не пойдешь?

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пӗлетӗн-и, Сережа, эпӗ канаш памасӑр эсӗ киле тухса каймастӑн.

— Знаешь что, Сережа, без моего совета домой ты не уедешь.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ пирӗн райсовет депутачӗ пулсан та, — вӑрҫӑччен, астӑватӑн-и, ҫынсем саншӑн аллисене кар тӑратрӗҫ, — анчах вӑхӑт нумай иртрӗ, халӗ эсӗ пирӗн мирлӗ пурнӑҫри йӗркесене пӗлсех каймастӑн, — каҫар, ку сӑмаха сана тӳрех калама тивет…

— И хотя ты депутат нашего райсовета, до войны, помню, люди дружно за тебя голосовали, но времени прошло много, и ты наших мирных порядков теперь не знаешь — извини, приходится тебе и это сказать…

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Атаманпа калаҫса пӑхӑп эпӗ, каймастӑн.

— Я поговорю с атаманом, не пойдешь.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Авланма каймастӑн вӗт-ха эсӗ.

— Не жениться едешь и не на свадьбу.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мана унта ан ҫӗтӗр — ҫавах каймастӑн

— Меня туда не тащи, все одно не пойду…

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӳре унпала, — аташса каймастӑн тенӗ пекех!

Дескать, поезжай — не заблудишься!

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мӗнле каймастӑн?

— Как не пойдешь?

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах киле вӗҫтерсе ҫитсен, хӑвӑрт апатланса, тухса кайма тапраннӑччӗ ҫеҫ, амӑшӗ ӑна: — Ниҫта та каймастӑн тесе ӗнер эпӗ стенана каларӑм-и? — терӗ.

Но, когда он примчался домой и, наскоро поев, хотел было уходить, мама сказала: — Я что, стенке вчера говорила, что никуда ты больше не пойдешь?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кӗскен каласан, ырантан пуҫласа ниҫта та каймастӑн.

Словом, с завтрашнего дня никуда не пойдешь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ырантан пуҫласа урӑх ниҫта та каймастӑн.

С завтрашнего дня никуда больше не пойдешь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

«Паян юриех каймастӑн, — чӑрсӑррӑн, анчах хевтесӗррӗн шутларӗ вӑл. — Ҫынсене кашни кун йӑлӑхтарма май ҫук, ҫитменнине… мана унта пач та хавас мар пулмалла».

«Сегодня нарочно не пойду, — упрямо, но бессильно подумал он. — Невозможно каждый день надоедать людям, да и… вовсе мне там, кажется, не рады».

III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Ҫук, эс ниҫта та каймастӑн! — терӗ вӑл татса.

— Нет, ты не поедешь! — сказал он решительно.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех