Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӳнерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бензинран йӳнерех газ хакӗ, автомобиле газ ҫине куҫарни те хаклах мар.

Стоимость газа на порядок ниже бензина, перевод автомобиля на газ тоже недорогой.

Пушкӑртра газ заправкисен шучӗ ӳснӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... sn-3484470

Чӑнах, кайран ӳкӗнчӗ ӗнтӗ — йӳнерех кайрӗҫ тирсем, тата пӑртак кӗлешсе тӑнӑ пулсан пӗр-ик алтын хушӑнатчӗ те пуль укҫа.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫӗ йӳнерех лартӑр тесе, Павлуш Тимуш ашшӗпе килӗшнӗ — вӑл ӑста маляр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эппин, йӳнерех те тума пулать, мӗн чавнипе ҫитӗ вара.

— Тогда заплати им только за то, что выкопали, и вся недолга.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗсем нимӗнле кӑлтӑк та тупаймарӗҫ, таварсен хакӗсем те район лавккисеннинчен виҫ-тват тенкӗ йӳнерех.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫурт-йӗр лартакансене ҫав ҫӗрсенчен эконом класлӑ, 1 тӑваткал метрӗ рынокри вӑтам хакран 20% йӳнерех пулакан пурӑнмалли ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа лартма ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пама палӑртнӑ.

Из этих земель будут выделяться участки и предоставляться застройщикам под комплексное строительство жилья экономического класса со стоимостью 1 кв. метра на 20% ниже среднерыночной.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Хулари маршруткӑсемпе ҫӳренӗшӗн укҫасӑр татӑлни, укҫалла тӳленипе танлаштарсан, 18 процент, хула ҫумӗнчи маршруткӑсенче вара – 25 процент йӳнерех ларать.

Так, поездка на городских маршрутах за безналичный расчет обходится на 18 процентов дешевле, чем за наличный, а на пригородных — на 25 процентов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Курттӑммӑн туяннӑ май ресурссем йӳнерех лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех