Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Вӗсем пуҫ ҫӗклесе пӑхнӑ та ӑна аякранах курнӑ, анчах палласа илеймен; вара тӑвӑнса кӑшкӑрса янӑ та уласа йӗме тытӑннӑ; кашнийӗ ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ, тусан иле-иле ҫӳлелле, пуҫӗ ҫине, сапнӑ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куллен-кун вӑл хула тулашне, ачисем кайнӑ ҫул ҫине, тухса тӑнӑ; кунӗпе нимӗн те ҫимен, ҫӗрле вара Товия ывӑлӗшӗн йӗнӗ, йӗме чарӑнман; Рагуил унӑн ывӑлне тупа тутарса туй ӗҫки иртсе кайиччен, вунтӑватӑ талӑк иртиччен, тытса тӑнӑ кунсене вӑл ҫапла ирттернӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Товия амӑшӗ вара йӗме чарӑннӑ.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене — Елеазарпа Ифамара — Моисей каланӑ: ҫара пуҫӑн ан ҫӳрӗр, тумтирӗрсене ан ҫуркалӑр: сирӗн вилмелле ан пултӑр, пӗтӗм халӑх ҫине ҫилӗ ӳкмелле ан пултӑр; анчах Ҫӳлхуҫамӑр ҫунтарса янипе ҫунса вилнисемшӗн сирӗн тӑванӑрсен, пӗтӗм Израиль халӑхӗн, йӗме юрать, 7. эсир пуху чатӑрӗн алӑкӗнчен ан тухӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫине Ҫӳлхуҫанӑн тасалӑх тивлечӗ кӳрекен ҫӑвне юхтарнӑ, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.