Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑсӑрланса (тĕпĕ: йӑсӑрлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуркайӑк Ҫулӗ тӗссӗрленнӗччӗ, хӗллехи кусӑрка евӗр, анӑҫран тухӑҫалла йӑсӑрланса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сасартӑк вӑл хӑйӗн ҫӑварӗнчен мӑкӑрланса тухакан симӗс тӗтӗме, вӑл епле ункӑланса ҫӳлелле хӑпарнине, вара вӑл темле шупкаланса, каллех хӑйӗн ҫине — Шура ҫине — йӑсӑрланса аннине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Йӑсӑрланса ҫунать гильзӑран тунӑ лампа.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӳҫӗ тӗтӗм йӑсӑрланса сӑмса-ҫӑвара, куҫа кӗрет.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аялтан нӳрӗк сывлӑшпа тӗтӗм йӑсӑрланса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл йӑсӑрланса выртакан кӑвара таптарӗ, сивӗнсе кайнӑ пулӑ шӳрпине тӑкрӗ, котелокне хут листипе шӑлса тасатрӗ те хӑйӗн «складышне» хуҫлатса хучӗ…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ольга пӗшкӗнчӗ те пӗр вӗҫӗ кӑвайтра йӑсӑрланса выртакан турата ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сурӑм ҫинчен шурӑ тӗтре, йӑсӑрланса хӑпарса, улӑх ҫине сарӑла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сурӑм шывӗ ҫинчен ҫӑра тӗтре йӑсӑрланса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ял варринчи ҫӑлтан кӑвак пӑс йӑсӑрланса ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Урам варринчи ҫул ҫинче тусан йӑсӑрланса ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӗвӗнсе тулнӑ сӗврӗк, анчах сехреллӗ шухӑш-ӗмӗтсем те, халь-халь сӳнекен вучах тӗтӗмӗ евӗр йӑсӑрланса, хура кантра явкаласа, чун-чӗрине пӑвӑртса, ҫав-ҫавах канӑҫ памарӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑштик-хӑштик сывлакаласа, пӗр авӑк сывлӑш ҫавӑрса тӑчӗ, вара, кукленсе ларса, ҫунтарсан этеме чӗм кӗртекен тупрана шат та шат, ҫат та ҫат хуҫкаласа, вакласа, татӑкӗсене шайлашуллӑн хӗреслесе, йӑсӑрланса тӑракан сӗлкӗшлӗ кӑвайт ҫине купаласа хума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманта шап-шурӑ тӗтре ҫеҫ йӑсӑрланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ те, пӗр кӗтесре, каҫхи вучах вырӑнӗнче, халь те тӗтӗм йӑсӑрланса ҫӗкленнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑш-пӗр ҫӗрте халӗ те сӳнме ӗлкӗреймен вутпуҫҫисем ерипен йӑсӑрланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл Палас кукӑрӗнчен пӑрӑнса куҫран ҫухалсан та, унӑн ҫӑра хура кӑвак тӗтӗмӗ вӑрахчен йӑсӑрланса курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн йӑсӑрланса тӑракан тӗтӗмӗпе пӗтӗм вӑрмана кӑвак тӗс ҫапать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Кӑмака мӑрйисенче ҫӑра кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Лавсем хыҫҫӑн кӑвак тусан йӑсӑрланса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех