Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑсӑрланса (тĕпĕ: йӑсӑрлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Копёртан сарӑ, куҫа ҫиекен тӗтӗм йӑсӑрланса тухать, шӑрши пире питӗ паллӑ…

А из копра-то уж дым валит, жёлтый, едкий и по запаху очень нам знакомый…

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Нимӗҫсен роти те ҫавнашкалах хытӑ ҫапӑҫма приказ илнӗ пулмалла, ҫине тӑрсах Малик взвочӗ тӗлӗнче шыв урлӑ каҫма тӑрӑшнӑ, Малик взвочӗ вӗсене, ҫывӑха ярса, шыва кӗме ирӗк панӑ, кайран ҫӳлтен пулемётпа ҫутарса, хура та сивӗ, йӑсӑрланса тӑракан кӗрхи шыв тӗпне пытарнӑ.

Рота немцев, имевшая, повидимому, столь же категорический приказ наступать, старалась перейти речку вброд на участке его взвода; её подпускали, давали солдатам втянуться в воду, потом поливали сверху пулеметным огнём, и чёрная холодная, курившаяся парком осенняя вода тихо уносила вместе с шелестящим «салом» тела врагов.

Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.

«Абхази» мӑрйисенчен ӑшӑ сывлӑш йӑсӑрланса хӑпарать.

Теплый пар поднимался из труб «Абхазии».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Аэродром тӑрӑх тӗтӗм йӑсӑрланса сарӑлать, тусанпа ӗнӗк шӑрши кӗрет.

По аэродрому расстилался дымок, пахло пылью и гарью.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Лампа чернил пек ҫӑра ансӑр чӗлхепе йӑсӑрланса ҫутата пуҫларӗ.

Лампа медленно разгоралась, закоптила узким черным языком.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Аялтан, ҫырма тӗпӗнчен (унӑн шавлани илтӗнмест-ха) тӗтре йӑсӑрланса хӑпарать.

Снизу от реки (ее шум еще не был слышен) наползал туман.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Сухаласа пӑрахнӑ ҫеремрен пӑслӑ йӗр йӑсӑрланса хӑпарать.

Парной след поднимался от вспаханной целины.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кӑвайт сӳнчӗ, пӗр вутпуҫҫи ҫеҫ йӑсӑрланса выртрӗ.

Костер погас, только одна головешка все тлела.

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Утрав ҫийӗнче тавралӑх тата япӑхрах курӑнакан пулнӑ, ҫӑра тӗтре йӑсӑрланса кана тӑрать.

На острове видимость заметно ухудшилась, стояла густая дымка.

Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Вӗсем аэродром ҫине вут хунӑ та ун ҫине нерпич ҫӑвӗ хурса тӑнӑ (ҫак ҫу питӗ лайӑх ҫуннӑ, вӑл ҫуннипе хура тӗтӗм йӑсӑрланса тӑнӑ).

Они жгли для нас костры на аэродроме и подбрасывали в огонь нерпичье сало — оно прекрасно горит и даёт густой, чёрный дым.

Вырӑнсӑр шыравсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Тӗтӗм йӑсӑрланса тӑракан ҫак таса мар ӳплесенче харампыр кӑпшанкӑсем йышлӑ пулнӑ.

В этих дымных, грязных жилищах кишели насекомые.

Ҫурҫӗрти авиаци пионерӗсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Эпӗ иккен, тӗтре тӑракан вырӑна лексе, хам вӗҫмелли ҫула темиҫе хутчен те ҫухатнӑ, вара хам сисмесӗрех тӗтре йӑсӑрланса тӑракан вырӑна пыра-пыра тухнӑ.

Оказывается, попав в туман, я несколько раз терял направление и незаметно возвращался к тому же месту, откудк туман начинался.

«Правда» хаҫат матрицисемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Часах ҫӗр ҫинчен тӗтре йӑсӑрланса хӑпарма тытӑнчӗ, сывлӑшра нимӗн те курӑнми пулчӗ, ҫакна пула аялтан вӗҫсе пыма та май пулмарӗ.

Скоро появился туман, и сгустился настолько, что итти над землей стало невозможно.

«Правда» хаҫат матрицисемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Сылтӑм енче тӗтӗм йӑсӑрланса тӑнине асӑрхарӑм.

Справа я заметил дымок.

«Правда» хаҫат матрицисемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

— Ку тӗтре миҫе кун йӑсӑрланса тӑрасси паллӑ мар-ха, — малалла каларӗ Васильев.

— Неизвестно, сколько дней будет висеть этот туман, — продолжал Васильев.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Тинӗс ҫийӗн ҫӑра тӗтре йӑсӑрланса тӑрать.

Туман повис над морем, густой, плотный.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Тӗтӗм йӑсӑрланса тӑракан ҫурма тӗттӗмлӗхре вӑл Нури куҫне уҫнипе уҫманнине те асӑрхаса илеймерӗ, ҫавӑнпа пӳрнисемпе хӑвӑрттӑн унӑн куҫхаршийӗсенчен хыпашларӗ…

В дымной полутьме он не мог разобрать, открыл ли глаза Нури, поэтому легким движением провел пальцами по его векам…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Мачча патнелле хура тӗтӗм йӑсӑрланса хӑпарать…

Черные клубы дыма поднимались к потолку…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Сывлӑшра тӑварлӑ шыв тумламӗсемпе шыв тусанӗ кӑна йӑсӑрланса тӑраҫҫӗ…

В воздухе соленые брызги и сплошная водяная пыль…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ҫакӑн пек туйӑм пулнӑ сехетсенче ӑна фабрикӑра уншӑн, хӑйӗншӗн, темле хӑрушӑ япала пур пек, вӑл куҫа курӑнми йӑсӑрланса, тӗтӗмленсе тӑнӑ пек сисӗннӗ.

В часы, когда он испытывал это, у него являлось смутное предчувствие, что на фабрике скрыто и невидимо тлеет, дымится что-то крайне опасное для него, лично для него.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех