Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑнӑшне (тĕпĕ: йӑнӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Наҫтик тепӗр сӑмаха хутшӑнса хӑй йӑнӑшне юсама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй йӑнӑшне ӑнланчӗ, йышӑнчӗ, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл хӑй йӑнӑшне йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ан тив, хам намӑс курам та, анчах ҫын йӑнӑшне тӑрӑ шыв ҫине кӑлармасӑр тӑма пултараймӑп.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗр-пӗрин йӑнӑшне пӗрле тӳрлетнӗ, каҫарма пӗлни ҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Чупсап-чупсан тин хӑйӗн йӑнӑшне ӑнланса илет Шахрун: каялла мар, малалла ӳкмелле пулнӑ, вара чип-чиперех Ухтивана уринчен тытса ӳкерме пулатчӗ.

На бегу Шахрун понял свою ошибку: надо было падать не назад, а вперед, уж тогда бы он наверняка ухватил этого заморыша Ухтивана за ноги.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер каланипе Ухтиван килӗшнӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗчӗк Ухтиван тӗрӗссине каласан е йӑнӑшне кӑтартсан унпа «пысӑк» Мултиер пӗр сӑмахсӑрах килӗшнӗ, хӑйне те пӗртте намӑса юлнӑ ҫын пек туйман.

Ухтиван во всем слушался Мульдиера, в то же время тот безропотно соглашался с подростком, если друг замечал его промах или какую-нибудь его оплошность, и вовсе не чувствовал себя уязвленным.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй йӑнӑшне Ухтер ӑнкарчӗ: «Пӗлмерӗм пиччӗш килнине; Халь вӑл пӗлни чӗр йӗр хӑварчӗ, Пӗлме хӗр мӗншӗн вилнине».

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Апла пулсан, халь ывӑл патне кайма та ӑна ятлама та кирлӗ мар, вӑл хӑйӗн йӑнӑшне хӑех тӳрлетме пултарать.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах Вӑкӑрсем йӑнӑшне ӑнланаҫҫӗ, хӑйсемех каҫару ыйтаҫҫӗ.

Правда, к чести Тельца нужно сказать, что он признает свои ошибки и первый пойдет на мировую.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хресченсем часах хӑйсен йӑнӑшне ӑнланса илнӗ, эсерсем суйнине ӗненме пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Йӑнӑшне хӑй ҫине илсе, лӑплантарма тӑрӑшрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павлуш йӑнӑшне туйрӗ, ҫӑратнӑ сӗте пылран уйӑрса илейменшӗн лайӑхмарланчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑста улшуҫ кунта чуман лашанах юставлӑ, чирлӗ лашанах сывӑ, ватӑ лашанах ҫамрӑк туса кӑтартать, начар лашанах хаклӑ хакпа сутма пултарать; тепри, сутма пӗлменни, ырӑ утах йӳнӗ хакпа тыттарса ярать; кайран хӑй йӑнӑшне чухласа илет те, ухмаха тухнӑ пек, улшуҫ хыҫҫӑн чупать.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Павӑл тинех хӑйӗн йӑнӑшне туйрӗ, инкӗшне йӑпатасшӑн пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Николаевич хӑйӗн йӑнӑшне тинех йӑлтах ӑнланса илчӗ, анчах ҫар начальникӗпе ун ҫинчен хӑюллӑнах калаҫма хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кайран, хӑйӗн «йӑнӑшне» туйса, Антонина Павловна! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашкинчен, тата, хам эпӗ — ҫӑмарта хуҫи шутӗнче пулнӑ пулсан та, ывӑл йӑнӑшне хам ҫине илтӗм-ҫке, Тимофей Николаевича та тӑрантас ҫине лартса кайрӑм, жандармсенчен хӑтартӑм… — канӑҫ паман ҫак шухӑшсем Элкей Микулине.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ ыранах каятӑп, эпӗ ҫак путсӗрсенчен наркӑмӑша кӑлармалли им-ҫама илетӗпех е эсӗ мӗнпе наркӑмӑшланнине калаттаратӑпах, унтан ҫак ӗҫе врача явӑҫтаратӑп, анчах вӑл шанчӑклӑ пултӑр, санӑн аппун хурлӑхлӑ йӑнӑшне никам умӗнче те ан уҫтӑр.

Я поеду завтра же, и я добьюсь противоядия от этих мерзавцев или признания, чем ты отравлена, чтобы привлечь к этому делу врача, на которого можно положиться, что он не разгласит печальную ошибку твоей сестры.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Центрти хаҫатпа самаях сумлӑ журнал, хайсен йӑнӑшне йышӑнса, суя хыпара лайӑххӑн тӗрӗслемесӗр вулакан умне кӑларнӑшӑн Чернобыль геройӗсен Аллейинчи Хисеп хӑми ҫине кӗртнӗ Садуров Аверкий Федорович художникрен вырӑнти художниксен союзне официаллӑ хут ҫырсах каҫару ыйтрӗҫ-ха ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех