Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртаттарса (тĕпĕ: йӑлтӑртаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӗсре йывӑрӑшӗ туртса илнӗ ҫуна, ҫӗрлехи ҫӑлтӑрсен ҫуттинче яп-яка тупанӗсене йӑлтӑртаттарса, чӑнках ҫӳлелле ҫӗкленнине, унтан хурарах симӗс авӑра хӑвӑрт чӑмса ҫухалнине ҫеҫ курма пултарчӗ.

Он видел, как сани, увлекаемые тяжестью кобылы, поднялись дыбом, обнажив блеснувшие при звездном свете полозья, — скользнули в черно-зеленую глубину.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пичче, лар пирӗнпе, — терӗ Анфиса, тӗттӗмре куҫӗсене йӑлтӑртаттарса.

— Братушка, полезай к нам, — отозвалась Анфиса, блестя в темноте глазами.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Родионов, орденӗсене йӑлтӑртаттарса, гимнастеркине илчӗ те кӗсйинчен сехет кӑларса пӑхрӗ:

Родионов взял гимнастерку, достал из кармана часы.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир Никита Никитича шыратӑр-и? — ыйтрӗ вӑл, тутӑр айӗнчен тӑмана куҫӗ пек пысӑк куҫӗсене йӑлтӑртаттарса.

— Вы Никиту Никитича шукаете? — спросила она, блеснув из-под косынки большими, как у совы, глазами.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина куҫӗсене савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртаттарса, хӑй те пӗрле пыратӑп тесе хӑлхаран пырса каларӗ.

Ирина, блестя глазами, шепнула ему на ухо, что она тоже поедет с ним.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫул ҫине илекен чӗнсемпе ҫыхнӑ чемоданне алӑк патне лартрӗ те йӑл кулса ылтӑн шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса илчӗ, вара икӗ аллине те малалла тӑссан, Сергей ирӗксӗрех кӑшкӑрса ячӗ:

Поставив у порога чемодан, опоясанный дорожными ремнями, он, блеснув золотыми зубами, протянул обе руки, и тут Сергей невольно воскликнул:

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ курсра пултӑм, Остроухов мана илмерӗ, — терӗ Лена, куҫӗсене йӑлтӑртаттарса йӑл-йӑл кулса! — Колхоз членӗсем ҫеҫ вӗренмелле, терӗ.

— Была я на курсах, а Остроухов меня не принимает, — сказала Лена, блестя глазами, — Тут, говорит, учатся только члены колхоза.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пӑхӑр-ха леш кӗтессе: Евсей Гордеевич мар-и ҫав куҫӗсене йӑлтӑртаттарса ларать?

— А посмотрите в тот угол: это не Евсей Гордеевич блестит глазами?

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Глаша, куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, кӗҫех кулса яратчӗ.

Глаша блеснула глазами, чуть-чуть не рассмеявшись.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каҫпа, фермӑна таврӑнсан, вӑл килне чупнӑ, вара куҫӗсене йӑлтӑртаттарса амӑшӗнчен: Сергей килсе каймарӗ-и, — тесе ыйтнӑ.

Вечером, приехав на ферму, она бежала домой и, блестя глазами, спрашивала мать, не приезжал ли Сергей.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Варя бричка ҫинчен хӑвӑрт сиксе анчӗ те, ҫивӗч куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, Ҫемене алӑ пачӗ, вара пӑрӑнчӗ те кулса ячӗ.

Варя соскочила с брички и, блестя быстрыми глазами, подала Семену руку, отвернулась и рассмеялась.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кӳрентӗн-им? — ыйтрӗ вӑл, пысӑк куҫӗсене йӑлтӑртаттарса.

— Обиделся? — спросил он, блестя глазами.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫивӗтленӗ ҫивечӗсене кӑкӑрӗ ҫине хурса, хура куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, Ирина пырса кӗрсен, алӑк пуканӗ патӗнченех Сергей кӑна сисмелле питӗ кӑмӑллӑн йӑл кулса илсен, пӳртре тата ҫутӑрах та савӑнӑҫлӑрах, чӗрене тата ӑшӑрах пек туйӑнчӗ Сергее.

А когда вошла Ирина с заплетенными косами, лежавшими у нее на груди, и, блестя черными глазами, еще у порога улыбнулась Сергею так украдчиво, что только он один и мог заметить, Сергею показалось, что в комнате стало светлее.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Евгений хӑйӗн ылтӑн шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса кулкаланӑ май хӑнана хулран тытса кресло патне ҫавӑтса кайрӗ.

Евгений, улыбаясь, поблескивая золотыми коронками зубов, под руку увлекал гостя к креслу.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав самантрах ун умӗнче мӑн алӑксем уҫӑлаҫҫӗ; пӗр тапранмасӑр, штыкӗсене йӑлтӑртаттарса, часовойсем тӑраҫҫӗ; мрамортан тунӑ пусмасем аялалла илсе анаҫҫӗ; лӑпкӑ, шӑп; таҫтан кантӑр ҫути ӳкет…

В эту же минуту перед ним стали открываться большие двери; неподвижно стояли часовые, блестя штыками; мраморные ступени вели вниз; спокойно и тихо; откуда-то падал полуденный свет…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ой, Сеня, ытла тинкерсе пӑхатӑн эсӗ! — терӗ те вӑл, куҫҫулӗ тулнӑ куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Ой, Сеня, какой же ты серьезный! — сказала она и со слезами на глазах засмеялась.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗмӗл ҫурӑмне йӑлтӑртаттарса, купа урлах калта чупса каҫрӗ.

По копне пробежала ящерица, блеснув серебристой спинкой.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Медальсемпе орденсене йӑлтӑртаттарса Сергей патне Иван Атаманов пырса тӑчӗ.

К Сергею подошел в блеске орденов и медалей Иван Атаманов.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Йӑмӑкӑм, — терӗ вӑл куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, — манӑн чуна пӗлесчӗ сан, юратнӑ йӑмӑкӑм!

— Сестренка, — сказал он, блестя глазами, — сестренка, милая, если бы знала, что у меня на сердце.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йӑл кулнӑ май тӗлӗнмелле шурӑ шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса, вӑл тусне кӗтсе илме мӗншӗн тухайманни ҫинчен каласа пачӗ.

Улыбаясь и блестя удивительно белыми зубами, Савва начал объяснять, почему не мог прийти встречать друга: задержался в степи.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех