Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аслӑ Гордягин профессора паллатчӗҫ вӗсем, унӑн йывӑҫсемпе курӑксем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекисене вуланисем те сахал марччӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл йывӑҫсемпе клумбӑсен хушшинче ҫӳреме пуҫларӗ, тӗттӗм ӗлкесене тӗсесе сӑнать.Она стала ходить между деревьев и клумб, всматриваясь в очертания темноты.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кавалери казармисен ҫумӗпе иртсен автомобиль сулахаялла, хула хӗрринчи тӗксӗм ҫутӑсем патнелле вирхӗнчӗ, пӑрӑнчӑксенче руле хиврен пӑркала-пӑркала Безант эрттеле ҫул пуҫламӑшне илсе ҫитерчӗ; кунта сӗм тӗттӗмре йывӑҫсемпе хупланнӑ пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурт ларать.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кунта чупма — ҫак сӑмахӑн тӗрӗс пӗлтерӗшӗпе — нимӗнле май та ҫук, сӗмлӗхре темӗн чухлӗ чӑрмав кансӗрлет: вулӑсем, тӑвӑл ӳкернӗ йывӑҫсемпе чӑтлӑх тата ланкашкасен тӗввисем.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вил тӑприсем ҫинчи йывӑҫсемпе пӗрлешсе, санькассисемшӗн яланлӑх канлӗ, аякран ҫӑра катан курӑнать.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Йывӑҫсемпе хупланнӑ ҫыран айлӑмӗнче вигвамсем вырнаҫнӑ, вӑл айлӑм темиҫе километра тӑсӑлакан хӑйӑр сӑрчӗсемпе ҫурҫӗр енчен картланса тӑнӑ.
Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӗсен есаулӗ Пашка Полухин каҫсерен икӗ хутчен сӑмала илсе килсе кӗперӗн йывӑҫсемпе тыттарнӑ вырӑнӗсене чӗрте-чӗрте янӑ, виҫҫӗмӗш хутӗнче кӗпере сиктерсе ярса аркатрӗҫ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Надежда Кондратьевна ӑшӑ япаласем парса ячӗ пулин те, ирсерен пурпӗр ӳплерен тухма хӑратать: кӗр пуҫламӑшӗнчи ҫил йывӑҫсемпе тӗмсем хушшинче шӑхӑрса вӗрет, сарӑхса ӗлкӗреймен ҫулҫӑсене ҫавӑрттарать, утӑ ҫулса илнӗ ҫаранлӑхри ӑшӑх кӳлленчӗксене пӗркелентерет.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Постсем сахалтарах кӑларса тӑратас тесе, нимӗҫсем ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсене пурне те йывӑҫсемпе пӳлсе хунӑ, йӗплӗ пралуксемпе карса пӗтернӗ, ҫывӑхри ҫулсене минӑласа тухнӑ.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫӗр ҫумне йӑпшӑнса, йывӑҫсемпе тункатасем хыҫне пытана-пытана, вӗсем тӑшман патне ҫывӑхах пырса тӑнӑ.Применяясь к местности, прячась за деревьями и пнями, наши товарищи близко подобрались к противнику.
Ковпакпа тӗл пулнисем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Нимӗҫсем ҫулӑн икӗ енӗпе те виҫҫӗр метр таран йывӑҫсемпе вӗтлӗх тӗмисене касса тухнӑ, ҫавӑнпа та ҫак операцие кун ҫутинче тусан, пирӗн ҫухату нумай пулма пултарать.
Шерепе // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Анчах Хӗвел ҫути тӗкӗртен кӑна мар, хуть те мӗнле япаларан та: сӗтелтен те, тетрадьсенчен те, шывлӑ графинсемпе стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ӳкерчӗксенчен те, йывӑҫсемпе сӑртсенчен те, пӳлӗмре е урамра эсӗ куракан пур япаласенчен те ӳкет.
Мӗн вӑл ҫӑлтӑр, мӗн вӑл планета? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Анчах юрпа витӗннӗ йывӑҫсемпе ҫапӑсем айӗнче нимӗн те хускалмарӗ.Но под деревьями, за валежником, присыпанным снегом, не шевельнулся никто.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Улӑм тӑрӑллӑ лупассем, тӑмран тунӑ хӳмесем, тӗлӗнмелле колоннӑсем, тухса тӑракан балконсем, башньӑсем, ӳплесем, аркӑсем, пӗчӗк пӳртсем, минаретсем, мечетьсем бархат евӗрлӗ тӳпенелле кармашакан пысӑк йывӑҫсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ; тӳпери ҫӑлтӑрсем вара хамӑр енчи пек мар йӑлкӑшаҫҫӗ.
Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Умри ҫула пӗтӗмпех йывӑҫсемпе пысӑк чул тӗпренчӗкӗсем картласа хунӑ, бомбӑсем ӳксе темӗн пысӑкӑш шӑтӑксем алтса пӗтернӗ.
Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пирӗн картиш сип-симӗс йывӑҫсемпе те чечексемпе тулса тӑратчӗ, ҫуртӑн верандине вӑрман винограчӗ пӗтӗмпех яваласа хупласа илнӗччӗ, сада тӗрлӗрен ҫимӗҫ йывӑҫҫисем, хурлӑхан тата хӑмла ҫырли тӗмӗсем лартнӑччӗ.
«Аслати мӗнтен пулать?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Йывӑҫсемпе чулсем сывлӑшра вӗҫеҫҫӗ; аслати кӗрлевӗнчен хытӑрах — Магацитлсен сассисем янӑраҫҫӗ, — вӗсем вӗрӳ-сурупа усӑ кураҫҫӗ.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пушӑ уйри ҫулсем хӗрринче йывӑҫсемпе чикӗ темисем хуран курӑнаҫҫӗ.На пустынном белом поле грустно чернели деревья, растрепанные кусты торчали на межах.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунта пур ҫӗрте те яка чулсем: пур ҫӗрте те ҫап-ҫара чул тусем, сӑртсем, чул шӑрчӗсем; чӑнках мар ту тайлӑмӗсем имшеркке вӗтӗ курӑк ҫыххисемпе е вӗтӗ тӗмсемпе витӗнкеленӗ, айлӑмсен тӗпӗнче вара сайра тӗл пулакан ҫӑлкуҫсем ҫумӗн йывӑҫсемпе тӗмсен пӗчӗкҫӗ ращисем хӑйсем валли хӳтлӗх тупнӑ.
3. Ҫурҫӗрти тата кӑнтӑрти тусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ку сӑнлӑхра ҫыранӗсене курӑк пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пӗве пур, ун леш енче ҫыран ҫумӗнченех чӑнкӑ ту ҫӳлелле кармашать, тӑва ешӗл тумӗсене хутӑштарса янӑ акӑш-макӑш пысӑк ватӑ йывӑҫсемпе тӗмсем сӑрса илнӗ, ту пуҫланакан ҫӗртен пӗве ҫинелле ватӑ хурӑн ӳпӗннӗ, вӑл хӑйӗн хулӑн тымарӗсен пӗр ушкӑнӗпе пӗвен нӳрлӗ ҫыранӗнче тытӑнса тӑрать, тӑррипе йӑрӑс пӳллӗ ҫӳлӗ ӑвӑс ҫумне сӗвӗннӗ, кӑтра турачӗсене шыв тӳремӗ тӗлне уснӑ, ҫак туратсем ытти ешӗл йывӑҫсемпе пӗрле хӑйсен мӗлкисене шыв ҫине ӳкернӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.