Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫсем (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан пуҫне кӑлт! ҫӗклерӗ те пӗр самант хускалмасӑр тӑнласа тӑчӗ, унтан йывӑҫсем хушшинелле кӗрсе кайрӗ, карта ҫумне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Елюк чӳрече умӗнче тӑрать, йывӑҫсем урлӑ курӑнакан хула ҫинелле хускалмасӑр, шухӑшлӑн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таврара халь виҫӗ тӗс хуҫаланать: йывӑҫсем сарӑ, ҫӗртме тунӑ уйсем хура, кӗр калчи пуссисем ешӗл симӗс.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса пур регионта та йывӑҫсем лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне вӑранать, тӗрлӗ ӗҫ хушӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60606

Шӑматкунлӑха ятарласа ҫитнӗ хӑнасем паркра, ҫӑлкуҫ тавра, йывӑҫсем лартнӑ: кедр, юман тата каштан хунавӗсене.

Гости, специально приехавшие на субботник, вокруг родника в парке посадили деревья: высадили саженцы кедра, дуба и каштана.

Татмӑшра экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34911.html

Пысӑк мар ҫулӑма урапа таптаса йывӑҫсем патне ҫитме ан парӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Анчах вӑл темшӗн Валерия Ивановна ҫине пӑхмарӗ, унӑн халатне, ним тума пӗлмен енне халат тӳмине турткалакан пӳрнисене сӑнакаларӗ, больница ҫурчӗ ҫинелле, ҫурт сумӗнчи йывӑҫсем ҫине пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ӑнсӑртран кӑна вӑл йывӑҫсем хушшипе пӗр пӗчӗк ярӑм шуса тухать те ман ҫумри хӑва тӗми ҫулҫисене юлхавлӑн хускатса, ҫавӑркаласа пӑхать, вара мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех сисӗнкӗсӗр тепӗр ҫӗрелле каять, е тата хӑш чух, тӗмӗ ӑшӗнчен урӑх тухмасӑр, ҫавӑнтах лӑпланса пӗтсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫанталӑк лӑп кӑна тӑрать, ӑшӑ сывлӑш хумӗсем (анчах ку ҫил мар) йывӑҫсем хушшипе вӑркӑша-вӑркӑша килни паллах.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Эпӗ йӗри-тавра пӑхкаларӑм та пӗр енче йывӑҫсем хушшипе ҫутӑ палӑрнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Пӑхатӑп та, йӗри-тавра сӗм вӑрман, ҫӳллӗ йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Тепӗр самантран эпӗ йывӑҫсем витӗр ҫав ҫынна урӑх кураймарӑм та.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Е вӑл кунӗ-кунӗпе сӑмах чӗнмесӗр ҫӳрет, е хӑш-пӗр чух тата хӑпартланса, ҫӗкленсе каять те аслашшӗпе вӑрманти йывӑҫсем ҫинчен, вӗлле хурчӗсем ҫинчен спектакльти пекех илемлӗ калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Ҫав йывӑҫсем мӗне аса илтереҫҫӗ? — сасартӑк ыйтрӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫав кунхине хула урамӗнчи йывӑҫсем йӑлтах ҫаралса юлчӗҫ, асфальт ҫийӗпе типӗ ҫулҫӑсем вӗҫрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

…Ҫӗр ҫулхи йывӑҫсем йывӑррӑн, тарӑн шухӑшлӑн кашлаҫҫӗ, ку вырӑнта нихҫан та хаваслӑ мар, мӑнаҫлӑ кӑна, мӗншӗн тесен ку вӑрмана ҫавӑн пек шӑпа пӳрнӗ: вӑл хисеплӗ хуралта, траурта тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗсем йывӑҫсем хушшине кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗсем уҫланкӑ хӗррипе уткаласа ҫӳрерӗҫ, кӑтра тӑрӑллӑ лутра йывӑҫсем ҫине пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хула ҫийӗнче — шупка-ылтӑн пӗлӗт, йывӑҫсем те, ҫуртсем те ҫав пӗлӗт айӗнче е ҫав пӗлӗт тӗлӗнче хура тушпа сӑрласа хунӑ пек яр-уҫҫӑн палӑрса курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Шел пулин те, ҫӗр ҫинче йывӑҫсем те ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех