Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлерӗ (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халиччен яка калаҫакан Ятман ҫырнӑ сӑмахах йывӑррӑн вуланине Липа хӗреле-хӗреле итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр кулмасӑр калаҫма тытӑннӑран Липа ӑна шухӑша кайса, лӑпкӑн, сӑмаха пӳлмесӗр итлерӗ, председатель чарӑнсан та, темиҫе минут ним чӗнмесӗр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччӑ «юрӗ, эс каланӑ пек пултӑр, ниҫта та каймастӑн» тенӗ евӗр пуҫне чиксе итлерӗ, ҫапах та хӑй шутласа хунинчен пӗр утӑм та чакмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫхине Анушка каччӑн юптаруллӑ сӑмахне итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аппӑшӗ кулать: ҫапах та Анушка амӑшне итлерӗ, халь ӗнтӗ ҫапла кун кӑҫиччен йӗп ҫинче ларнӑ пек ларать, — каяс та килет, тухса кайма та аван мар.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа ӑна тӳсӗмлӗн итлерӗ, ҫапах та, ку калаҫу нумая каяссине сиссе, пӳлсе каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ӑна пачах урӑххи ҫинчен шутланӑ евӗр таҫта айккинелле пӑхса итлерӗ, госпитальте выртнӑран-тӑр вӑл ҫак вӑхӑтра питех те кичемӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арӑмӗ таврӑнсан, хырӑм выҫрӗ тесе, унпа тепӗр хут апат ларса ҫирӗ, фермӑри ӗҫсем ҫинчен каласа панине пӗр хирӗҫлемесӗр итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман вӗсен калаҫуне хӗпӗртесе итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Весенчен кӑшт юларах пыракан Ятман вӑрманта уяв чухнехи пек кӑмӑл туса хунӑ хуткупӑс кӗввине савӑнса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай Юсуф князь хавхаланса каланӑ сӑмахсене пит тӑрӑшса итлерӗ, унтан шухӑша кайнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас кӑшт чарӑнса итлерӗ те ку юрӑ вӑйӑ кӗвви пулнине уйӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай Северьян сӑмахӗсенче шӳт тунисӗр пуҫне темле вылянчӑк туйӑм пуррине сиссе илчӗ те хӗрпе каччӑ калаҫӑвне пушшех тӑнласа итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элчӗ тӑлмач куҫарса панине ячӗшӗн ҫеҫ итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Батухан тимлӗн итлерӗ ним те чӗнмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Куҫ шӑрҫисене тӗрӗслесе пӑхрӗ, чӗре таппине итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев чирлӗ ҫын кӑкӑрне пӳрнисемпе шаккаса пӑхрӗ, чӗре таппине итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче Ахтупай ашшӗпе амӑшӗ калаҫнине тӑнласа итлерӗ, ку калаҫуран ашшӗне мӗн пӑшӑрхантарнине кӑшт та пулин ӑнланса илме тӑрӑшрӗ, анчах сӗтел хушшинче сӑмах-юмах пачах урӑххи ҫинчен пычӗ, Ахтупайшӑн ҫӗнни унта нимӗн те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумайччен пӗтӗм чунтан киленсе итлерӗ вӑл ҫурхи шыв юххи пек пӗрре лӑпкӑн та хурлӑхлӑн, тепре ҫӗр ҫӗмӗрттерсе янӑракан кӗвве.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Абу-Бази кайсан Хусан элчи Аппак калаҫнине тимлӗрех итлерӗ, анчах хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне нимӗн чухлӗ те палӑртмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех