Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлерӗ (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ленин питӗ тимлесе итлерӗ, документсене пӑхкаласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анюк итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей вите патне пычӗ, итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ аллипе те туйи ҫине таянса, чылайччен тинкеркелесе тӑчӗ Хветут: итлерӗ, йӗри-тавра пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мамич-Бердей хӑйӗн тусне ҫӑварне карсах итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай вӗсен сӑмахне итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унталла-кунталла пӑхкаласа пӗр хушӑ каҫхи шӑплӑха итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗпӗртесе ӳкнӗ княҫсем кӑшкӑрашнине аслӑ князь ним чӗнмесӗр итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей сӑввисем кӑмӑла кайнипе кӑмӑла кайманнине нимӗнпе те палӑртмарӗ, вӑл чӗмсӗррӗн ҫеҫ ларчӗ, анчах Сююнбике поэта кӑсӑкланса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан элчӗн пыл пек юхакан сӑмахӗсене киленсе итлерӗ, анчах, темшӗн-ҫке, питех витӗмлӗн тухмарӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑм ӑна сывламасӑр тенӗ пек, чунтан тимсӗлсе итлерӗ, вӑл каланӑ хушӑра темиҫе хутчен хыттӑнах ахлата-ахлата илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Палюк мучи Настаҫ кинемие итлерӗ тата, кушака тивмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ӗҫлес килменрен тӑпра чӑмаккисене урипе тапкаларӗ, плеерпа юрӑ итлерӗ, витрине тултармасӑрах малтанхи вырӑна кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗне тивӗҫ? // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 14 с.

Кӑшт шухӑшласа тӑчӗ те хуҫа — итлерӗ каланине, алӑкне ҫеҫ ҫаклатмарӗ.

Кабатчик недоуменно посмотрел на посетителя, но исполнил все, что тот потребовал, лишь не запер двери.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуҫне пӗксех чечен хӗре Пит тинкерсе итлерӗ хурӑн.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сехри хӑпмарӗ, Тӑмарӗ сӗмсӗр тӑрӑнса, Чӗри ун шиклӗн татӑлмарӗ, Анчах кӑшт тӑчӗ пӑрӑнса, Итлерӗ, пӑхрӗ тинкерӳллӗ — Ҫав, кам текен пит илӗртӳллӗ: «Те ырӑ ҫын ку, те тӑшман?

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Калаҫрӗҫ иккӗшӗ чипер, Кавруҫ итлерӗ пӗр пӳлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер шаккарӗ те итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аслашшӗне пӑха-пӑха Чечек итлерӗ пӗр пӳлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Левентей хӑй сӑнанӑ тӑрӑх, ӑна Камышин та питӗ тӑнласа итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех