Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлерӗ (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вулама чарӑнсан, Доруца аялти нар ҫинче калаҫнине итлерӗ.

Перестав читать, Доруца прислушивался к разговору в «подвале».

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Фретич юлташӗн сӑмахӗсене тимлесех итлерӗ.

Фретич внимательно слушал товарища.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫамрӑк ҫын унӑн кашни сӑмахне тимлӗн итлерӗ.

Парень ловил каждое слово.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Моломан ӑна ним ӑнланмасӑр итлерӗ.

Моломан слушал его не понимая.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн кӑшт хӑюсӑртарах, ҫапах та питӗ таса, илемлӗ сассине Пазухин пӗтӗм чунтан киленсе, куҫне хупса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кирук пӗтӗм чунтан хавхаланса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Космонавт хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсемпе галерейӑран тухса кайсан, Мухаров кунта нумай тӑрасшӑн пулмарӗ, хавасланса ӳкнӗ тусӗ калаҫнине вӑл ирӗксӗртереххӗн итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Доклада Таня нимӗн шарламасӑр, тимлесе итлерӗ, кашни сӑмахне ӑша илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Шап-шурӑ тӑхӑннӑ тухтар васкаса чупса кӗчӗ те ватӑ хӗрарӑмӑн ал тымарне тытса пӑхрӗ, чӗрине итлерӗ, пӳрнипе кӑшт куҫӗсене уҫса пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Залри халӑх прокурор каланине тимлӗн итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халӑх ӑна халиччен курман ҫынна итленӗ пек тимлесе итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫамрӑк бурлака: «Атте!» тенӗнех туйӑнса кайрӗ те, вӑл ирӗксӗрех чарӑнса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула пӗр сӑмахне ҫӗре ӳкермесӗр итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сывлама пӑрахса, вӑрманти сас-чӳсене итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уҫка итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗлке пӑралукпа хурама вулли ҫумне ҫавӑра-ҫавӑра ҫыхнӑ шӑнкӑрчӑ вӗлли патне хӑпарса ҫитрӗ, аллипе ҫупӑрласа пӑхрӗ, хӑлхине хурса та итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье ывӑлӗ сӑмахӗсене тимлӗ итлерӗ, мӑйне пӑвса ҫыхнӑ шаль вӗҫӗсене пушатрӗ, сылтӑм аллине чӑмӑртаса ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Матушка лайӑх ҫывӑрса тӑраннӑ хыҫҫӑн упӑшки пӳлӗмӗн алӑкӗ патне пырса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Варсан Викторович ҫаплах алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа ҫӳрерӗ, самантӑн-самантӑн ҫеҫ чарӑнса тӑрса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей, иккӗленсе тӑчӗ пулин те, юлташӗсене итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех