Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫапла пулчӗ те вара: Вӑл тархасланӑ — вӗсем итлемен, вӗсем тархасларӗҫ те — Эпӗ итлемерӗм, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла калӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрта — тӳрӗлӗх, пирӗн вара пит-куҫӑмӑр, паянхи пек, намӑспа хупланнӑ, кирек хӑш иудей те, Иерусалимра пурӑнакансем те, 16. патшамӑрсем те, пуҫлӑхӑмӑрсем те, священниксем те, пророксем те, аттемӗрсем те ҫавӑн пек, 17. мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, 18. Ӑна пӑхӑнман, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлемен, Ҫӳлхуҫамӑр хамӑра хушнӑ пек пурӑнас темен.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Карей ывӑлӗ Иоанан, ҫарпуҫсем тата пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫа хушнине — Иудея ҫӗрӗнче юлӑр тенине — итлемен.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеремийӑна сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ, лешӗ Иеремийӑна ҫапла каланӑ: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак вырӑна хӗн-асап ҫитесси ҫинчен каласа хунӑ, 3. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине тунӑ, пурӑнӑҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, Унӑн сӑмахне итлемен, ҫавӑншӑн сире ҫак хӗн-асап ҫитнӗ те.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Иреия ӑна итлемен, ярса тытнӑ та Иеремийӑна пуҫлӑхсем патне илсе кайнӑ.Но он не послушал его, и взял Иреия Иеремию и привел его к князьям.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл хӑй те, унӑн тарҫисем те, ҫӗршыври халӑх та Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — Иеремия пророк урлӑ каланӑ сӑмахсене — итлемен.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Елнафанпа Делаия тата Гемария ҫеҫ патшана хут чӗркемне ан ҫунтар тесе ӳкӗтлесе тӑнӑ, анчах вӑл вӗсене итлемен.25. Хотя Елнафан и Делаия и Гемария упрашивали царя не сожигать свитка, но он не послушал их.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисене каласа парӑр; 3. вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлемен ҫынна ылхан ҫитӗ; 4. ҫакӑ сӑмахсене Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, тимӗр кӑмакаран, илсе тухсан каларӑм: «Манӑн сӑмахӑма итлӗр, Эпӗ сире ӳкӗтлесе каланине пурне те тӑвӑр, вара эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп» терӗм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара ҫапла кала вӗсене: акӑ Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, итлемен, вӗрентсе каланине хапӑл туман халӑх! Ӗнтӗ вӗсен чӑнлӑх юлмарӗ, вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗ ӑна йышӑнмарӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпир намӑс айне пултӑмӑр, ҫие кӗҫҫе витнӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫамӑр, Туррӑмӑр, умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑ — эпир те, аттемӗрсем те хамӑр ҫамрӑк чухнехи вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, сӑмахне итлемен.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем хӑйсем ӗмӗтленнӗ ҫӗрне тиркенӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне ӗненмен; 25. чатӑрӗсенче ӳпкелешсе калаҫнӑ, Ҫӳлхуҫанӑн сассине итлемен.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл сӗмлӗх янӑ та — сӗм тӗттӗм пулса тӑнӑ, анчах лешӗсем Унӑн сӑмахне итлемен.28. Послал тьму и сделал мрак, и не воспротивились слову Его.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем Мардохее кашни кун ҫапла каланӑ, вӑл вӗсене пӗрех итлемен, вара вӗсем Мардохей хӑйсене пӗлтернине — вӑл иудей ҫынни пулнине — Амана евитлесе панӑ, вӗсен Мардохей хӑй сӑмахӗнчен чакнипе чакманнине пӗлес килнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Пирӗн патшасем, аслӑ ҫынсем, священниксем, пирӗн аттемӗрсем Санӑн саккунна пурӑнӑҫламан, Санӑн ӳкӗтӳсене, Эсӗ астутарса тӑнине итлемен.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӗсем улӑшӑнасса Эсӗ нумай ҫул кӗтнӗ, Хӑвӑн пророкусем урлӑ Хӑвӑн Сывлӑшупа астутарсах тӑнӑ, анчах вӗсем итлемен.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах вӗсем, пирӗн аттемӗрсем, турткалашнӑ, чурӑсланнӑ, Санӑн ӳкӗтӳсене итлемен; 17. пӑхӑнасшӑн пулман, Санӑн тӗлӗнмелле ӗҫӳсене, вӗсен хушшинчех тунӑ ӗҫӳсене, аса илмен, чурӑс пулнӑ, Египета каялла чуралӑха таврӑнмашкӑн хӑйсем валли ҫулпуҫӗ тупнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах та Иосия унран хӑпман, унпа ҫапӑҫма хатӗрленнӗ, Нехао Турӑ ячӗпе каланӑ сӑмаха итлемен, вара Мегиддо тӳремлӗхне ҫапӑҫма тухнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манассияпа унӑн халӑхӗ хӑйсене Ҫӳлхуҫа мӗн каланине итлемен.10. И говорил Господь к Манассии и к народу его, но они не слушали.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Турӑ ҫапла тунипе Амасия ӑна итлемен, мӗншӗн тесессӗн Идумея туррисен енне сулӑннӑшӑн Турӑ ӑна Иоас аллине тытса памалла тунӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл, вӗсене Ҫӳлхуҫа енне ҫавӑрас тесе, вӗсем патне пророксене янӑ; пророксем вӗсене ӳкӗтленӗ, анчах лешӗсем итлемен.19. И он посылал к ним пророков для обращения их к Господу, и они увещевали их, но те не слушали.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.