Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗксӗрех (тĕпĕ: ирӗксӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗлпулусем хыҫа юлсан — кӗтмешкӗн йывӑр, хальхинче вӗсем вара ирӗксӗрех малта.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ирӗксӗрех ҫирӗм пиллӗкри ҫамрӑк хӗрарӑм иртнӗ тӑхӑр ҫул хыҫӗнче пуҫланакан питӗ вӑрӑм та, ҫав вӑхӑтрах питӗ ҫывӑх ҫул ҫине тухса, унпа утса кайрӗ, анчах — иккӗмӗш хут…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пирӗн ума вара ирӗксӗрех Гамлет ыйтӑвӗ тухса тӑчӗ: пулмалла-и, пулмалла мар-и?

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ирӗксӗрех Петрянкинӑн, каялла чупса кайса, начальнике «леш ҫын» ҫухални ҫинчен пӗлтерме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ирӗксӗрех кузовра ларакан «пассажирсенчен» ыйтма тивнӗ:

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хутпа укҫа пӗтнӗ пирки ман ирӗксӗрех район центрне кайма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вунпилӗк-ҫирӗм утӑмра ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗ: вӗренӗ кӗске.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ачан ирӗксӗрех нуша тӳсме тивет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Халӗ унӑн ним тума та ҫук ӗнтӗ, ирӗксӗрех малашне те Улатӑр вӑйпутне юраса пурӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирӗксӗрех килӗшрӗ вара Пайтул.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуянӑн вара ирӗксӗрех вӗсем курман ҫӗрелле лӑпӑстатмалла пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара старикӗн ирӗксӗрех Килтеш ялӗнчи сиплевҫе Кӗлсулттан кинемей патне кайма лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чух Чӗкеҫ кӑмӑлне ирӗксӗрех тунӑскер, Халӗ элек парасран шӑла ҫыртса тӑнӑскер, Силемийӗ Чӗкеҫе ӑна-кӑна систермест, Каҫалапа ҫапах та хӑй куҫӗнчен вӗҫертмест.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Асси-пӑсси Еркиней Ирӗксӗрех килӗшет, — Авалхисен йӗркине Виҫҫӗмӗш хут кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ирӗксӗрех асилет Хушка ута утаман:

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑш-пӗр чухне магазинсенчен каялла тавӑрса параҫҫӗ, ирӗксӗрех вара йӳнетсе сутма тивет.

Куҫарса пулӑш

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

Эсир ҫынсене хӑвӑр патне туртатӑр, вӗсен ирӗксӗрех сире пулӑшу сӗнес килет.

Вы просто притягиваете к себе внимание, вызываете симпатию, вынуждаете предлагать услуги и помощь.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Инкеке-и, телее-и, ирӗксӗрех алла мӗн лекнипе ҫеҫ усӑ курма тивет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лариса тухса кайнӑ хыҫҫӑн тин Сима, тарӑн ыйхӑран вӑраннӑ пек, Тамара патне чупса пычӗ, пӳлӗмрен тухма тӑчӗ, анчах юлташӗ ҫаплипех ҫирӗппӗн тӑнине курса, ирӗксӗрех каялла ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Куҫӗ вара, куҫӗ, такамӑн чунне те витерсе кӗрӗ, ирӗксӗрех ун ҫумне тӗршӗнес килет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех