Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗксӗрех (тĕпĕ: ирӗксӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман ирӗксӗрех хӑй ытамне астарать…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Анчах кӑмӑла тытса илекен, чӗрене ҫемҫетсе ярса, ирӗксӗрех хӑй патнелле туртакан хурлӑх, туйӑмсемпе пуян хурлӑх…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славик хӗр тухса каймасӑр апат ҫиес мар тенӗччӗ, анчах амӑшӗ хистесех чӗннӗрен, ҫын умӗнче хӑй ҫинчен нумай калаҫтарас мар тесе, ирӗксӗрех сӗтел хушшипе ларма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ирӗксӗрех вӗрентеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Агния Белянская патне янӑ саламсем, ӑшӑ сӑмахсем хушшинче эпӗ ирӗксӗрех унӑн пурнӑҫне Данил Макарович кун-ҫулӗпе ҫыхӑнтаракан самантсене йӗрлесе лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Апат хыҫҫӑн Данил Макарович мана ирӗксӗрех универмага сӗтӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ирӗксӗрех алӑк умӗнчи хӳтлӗхе кайса тӑма тиврӗ, унта иксӗмӗр та силленсе илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ирӗксӗрех хӑйӗн пекех укҫасӑр ларакансене аса илме пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Мӗтри ирӗксӗрех хӑйӗн тус-юлташӗн ячӗсене аса иле пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫавна май пирӗн ӑсра ирӗксӗрех ҫак пулӑма «хирӗҫ тӑрас» кӑмӑл ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Хӗрле Ҫар чаҫӗсен ирӗксӗрех каялла чакмалла пулсан, чугун-ҫулсем ҫинчи мӗнпур подвижной состава хамӑр паталла илсе килмелле, тӑшман аллине пӗр паровоз та, пӗр вагон та хӑвармалла мар, противник аллине пӗр килограмм тырӑ та, пӗр литр горючи те хӑвармалла мар.

При вынужденном отходе частей Красной Армии нужно угонять весь подвижной железнодорожный состав, не оставлять врагу ни одного паровоза, ни одного вагона, не оставлять противнику ни одного килограмма хлеба, ни литра горючего.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Пире ирӗксӗрех вӑрҫа хутшӑнтарнине пула, пирӗн ҫӗршыв хӑйӗн чи хаяр та ирсӗр тӑшманне — Германи фашизмне хирӗҫ питех те хаяр ҫапӑҫӑва кӗрсе кайрӗ.

В силу навязанной нам войны наша страна вступила в смертельную схватку со своим злейшим и коварным врагом – германским фашизмом.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Композиторӗ унӑн юлташӗччӗ, ирӗксӗрех килӗшме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Укҫа-тенкӗрен ун чух эп хӗсӗкрехчӗ те ирӗксӗрех кӗрен куҫлӑх тӑхӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вара Тарановӑн Инессӑна ирӗксӗрех качча илме тивӗ, унсӑрӑн лӑпланас ҫук Карсаков юлташ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта ирӗксӗрех Николай Шелепин «Ҫӗлен» сӑвви аса килет.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Вӑл манран тӑватӑ е пилӗк ҫул кӗҫӗн пулнишӗн эпӗ калаҫма пултарнӑ пулӑттӑм, анчах вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине, калаҫнине пӑхсан, манӑн ӑна кас-кас ирӗксӗрех хампа тантӑш тесе те йышӑнмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Анчах тӑхлан пек йывӑрланса ҫитнӗ куҫхупанкисем ирӗксӗрех хупӑнаҫҫӗ, вӗсене магнит туртнӑ пекех туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ирӗксӗрех ҫуркунне енӳ яракан йӑлӑмсем аса килеҫҫӗ, пачах та кунти пек хӑйӑрлӑ мар ҫеремсем, кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем куҫ умне тухаҫҫӗ, ватӑ юманлӑх вӑрманӗсем ҫукки чӗрере тунсӑх ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Манӑн вара ирӗксӗрех хӗрачасем мӗн калаҫнине илтмелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех