Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗксӗрех (тĕпĕ: ирӗксӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятламасӑн ирӗксӗрех урам тӑрӑх малалла утмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хакимӑн вӗсене ирӗксӗрех ӗненме тиврӗ: ҫамрӑксене мулла кирлӗ пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ирӗксӗрех ун-кун пӑхса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Халь ҫумӑрпа исленнӗ ҫӗр ҫурӑкӗсем питӗрӗннӗ май ҫак шапасене хӗстерме пуҫланӑ, вӗсен вара унтан ирӗксӗрех тухма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Ӗҫленӗ чух ирӗксӗрех ҫӳлти тӳмине те вӗҫертме тивет.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫакнашкал сӑмахсемпе перкелешнӗ хыҫҫӑн йӗкӗлтеме пӑхаканни вара ирӗксӗрех пӑрӑнса утать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ирӗксӗрех пушар дружинин ҫурчӗсем патне карта тыттарма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ман ума ирӗксӗрех иртнӗ кунсем тухса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫапла Наҫтиҫ, илемлӗ, аван хӗр, ирӗксӗрех хӑй юратман ҫын арӑмӗ пулса тӑнӑ, сая кайнӑ, тетчӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Завод директорӗн ирӗксӗрех килӗшме тивет.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Ниҫтан пӗр пус татса илме пултарайман ял ҫыннин вара ирӗксӗрех юлашки выльӑх чунне пасара ӑсатма тивнӗ.

И бедному крестьянину, чтобы добыть хоть какие-то деньги, приходилось продавать последнюю живность.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗмӗрне чӑх пусса курман ҫыннӑн ирӗксӗрех, хӳтӗленсе, хӑй пек этеме вӗлерме тивет.

В жизни не зарезавший даже курицы, теперь он принужден, спасая себя, убивать такого же человека.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирӗксӗрех йӑпӑлтатса калаҫма тивет сана ун пек чух.

поневоле приходится заискивать, лебезить…

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эппин, ун ирӗксӗрех ыранччен тытанса тӑмалла пулать-и?

Теперь ему поневоле придется остаться до завтрашнего дня.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урайӗнче тӑраканнисене ирӗксӗрех малтан мала куҫма е унччентерех килнисене тӗпелелле тӗкме тиврӗ.

Устроившимся на полу поневоле приходилось продвигаться вперед, потому что люди все шли и шли.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирӗксӗрех ун ҫуран ланкӑштатмалла пулчӗ яла.

Парень зашагал по дороге.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хайхискер, ирӗксӗрех тепре кайса «антармалла» пулчӗ.

Волей-неволей пришлось отсыпать из мешка снова.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑхӑт иртнӗҫем Ультирен сивӗнӗп те ирӗксӗрех ултавҫа тухӑп, пӗрех хут халех качча илсе пӑрахам та, ӗҫӗ пӗттӗр тенӗ.

А то и вовсе иссякнет, и тогда он будет выглядеть в ее глазах обманщиком. А женится — тогда другое дело.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑраххӑн та-ха эпӗ… ирӗксӗрех пӗччен ҫӳрес пулать.

Нет, я трусиха, но… приходится ходить одной.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑлхисенчен тытнипе унпа пӗрлех Павӑлпа Хӗлип те пӗшкенеҫҫӗ, лешӗ тӳрленсе тӑрсан пуҫӗсене чалӑштарса кусем те ирӗксӗрех тӳрленсе тӑраҫҫӗ.

Павел и Хелип, которых он держит за уши, наклоняются вместе с ним, когда тот выпрямляется, невольно выпрямляются и они.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех