Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗксӗрех (тĕпĕ: ирӗксӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хушаҫҫӗ вӗт, мӗн тӑвас тен эсӗ, ирӗксӗрех ҫӳреме тивет…

Велят ведь, что поделаешь, вот и приходится идти, хочешь или нет…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирӗксӗрех Хӗлипе ут утлантарса Шурчана чуптармалла пулчӗ.

Волей-неволей пришлось Хелипу оседлать лошадь и скакать в Акрамово.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара ирӗксӗрех сас-чӗв илтӗнмен еннелле — таната патнелле кайма тивет.

И тут волей-неволей им приходится бросаться туда, где расставлены тенета, — там тихо, и пет людей.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара, кантур хушсан тин, ирӗксӗрех — халӑхӗ килӗшекенччӗ.

И только после того, как правление распоряжалось — народ невольно согласился.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Апла хӑтланнипе вӑл ӑна пытарма мар, пӑхас мар тенӗ ҫынсене те ирӗксӗрех унталла пӑхтарать.

Но это, наоборот, невольно привлекало внимание.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӗрелсе каять, пӗрре Павӑлӑн алчӑранӑ куҫӗнчен, тепре Ухтиванӑн ҫара урисем ҫине пӑхса илет те ирӗксӗрех ялалла ҫаврӑнса утать.

Лицо его пылает, он озирается то на Павла, застывшего с расширенными от страха и удивления глазами, то на молчащего Ухтивана, и все же нехотя поворачивается и идет в сторону деревни.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирӗксӗрех Ищут ҫӳҫенчӗ, Анчах ӑш вӗҫнине ҫӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ирӗксӗрех каҫ ас илтерчӗ, Каллех хумхатрӗ Кавруҫа, Уй хуйӑхне кӑшт сӳрӗлтерчӗ Вӑл канӑҫ пачӗ кӑшт пуҫа.

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ирӗксӗрех пуҫпа ҫухалӑн Пӑрахнӑ тӑлӑх пек пулсан; Хӑвна ху пӗр-пӗччен юлсан.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ирӗксӗрех халь чӑт та тӳс.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ирӗксӗрех шута каятӑн: «Пулать-ши урӑх самана?»

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вара ирӗксӗрех Левентейӗн хӑйӗн тапратса памалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка ӑна куҫ шурри ҫеҫ кӑтартать, вара амӑшӗ ирӗксӗрех хӗрне хӑй умӗнчен кӑларса ярать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне ирӗксӗрех ирхине Укахви каланӑ сӑмахсене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ патакпа тухасшӑн мар пулӗ те? — ун аллинчи патака асӑрхаса, ирӗксӗрех кулчӗ Галимджан.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ирӗксӗрех вара пуҫра иккӗленӳ ҫуралчӗ: тен, чӑнах та Ятман вӑл шутланӑ пек усал мар пулӗ?

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пурте сан пек пуян мар ҫав, — кӑмӑлсӑррӑн калать Олимпиада Осиповна, — санӑн авӑ машина пур, ҫынсен ҫук, ирӗксӗрех пуҫҫапма лекет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара Зейнабӑн ирӗксӗрех Гарифпа тата калаҫмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна ҫак вӑхӑтра ирӗксӗрех Левентей ҫинчен Кабир каланӑ сӑмахсем асне килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм ун ҫине «эс те пулин хӗрхенсемччӗ» тенӗ пек, йӑвашшӑн пӑхрӗ те купӑсне ирӗксӗрех тепӗр хут аллине тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех