Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунтах вӑл тата хӑйӗн тетӗшӗ дворовӑйсене ирӗке кӑларса яма кӑмӑл туни ҫинчен ҫырнӑ хут тупнӑ, теҫҫӗ.Говорят, что он нашел еще записку, в которой дядюшка изъявлял желание отпустить на волю дворовых.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ирӗке кӑларнӑ Митька арестант, хӑйне усал туни ҫинчен ним аса илмесӗрех, хут пӗлекен ҫын пулса, ҫӗрле земскипе тата пономарьпе тупӑшса псалтырь вулама хатӗрленнӗ, ыйхӑ пусма тытӑнсан туртма молдаванкӑран хаяртарах табак пама ыйтнӑ ҫеҫ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Эпӗ хам нимӗн те ӑнланман пек курӑнма тӑрӑшрӑм; вӑл хӑй мӗн шут тытнине ытларах та ытларах уҫӑмлӑн палӑртса пыма кирлӗ терӗ пулӗ; юлашкинчен вӑл ман патӑма управителе ячӗ, унӑн театрӗнче вунӑ ҫул ӗҫлеме контракт тусан, ирӗке яма пулчӗ, ытти условисем ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Вӑл сасартӑк, питӗ час вилсе кайрӗ; ҫав тери хӑраса эпир ултӑ эрне пурӑнса ирттертӗмӗр; вӑл вӑхӑт иртсе кайрӗ, унӑн хучӗсене уҫса пӑхрӗҫ, анчах та пире ирӗке ярасси ҫинчен ҫырнӑ хутсем ҫухалнӑ-мӗн, тен, вӗсем пачах та пулман, тен, хӑй астуманнипе, вӗсене вӑл ҫырма ӗлкӗреймен те пулӗ, анчах хӑй, пире кӑмӑл тунӑ пек, вӗсем хатӗр, тесе калаҫатчӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Аскӑн старик Анета вӑрламаннине тата вӑл айӑпсӑррине курать те хӑйӗн чысне сутса ирӗке тухма сӗнет.Развратный старик видит невиновность ее в краже и предлагает продажей чести купить свободу.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Хӑйне нумай вӗреннӗ арҫынпа тан тыткалама шут тытнӑ хӗрарӑм хӑйӗн прависемпе ирӗклӗн усӑ курман пулӗччӗ, вӑл нимрен малтан хӑй ирӗке тухнине кӑтартса пама кӑмӑл тӑвӗччӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Вӑл карапсем ҫинчи каторжниксене ирӗке кӑларнӑ, лешсем вара ӑна тав тӑвас вырӑнне тапнӑ, хӗненӗ.Он освобождал каторжников, идущих на галеры, а каторжники благодарили его пинками и проклятиями.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Сервантес ирӗке тухнӑ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл ҫемьипех Мадрида куҫнӑ, начар шалу илсе пурӑнсан та ывӑлне ирӗке кӑларма тӑрӑшнӑ.Он переселился с семьёй в Мадрид, жил нищенским заработком и хлопотал об освобождении сына.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Диего ӑна кивӗ плащ тата тыткӑнран ирӗке тухнӑ ҫынсем тӑхӑнакан анлӑ шӗлепке панӑ.Диего дал ему старый плащ и широкополую шляпу вольноотпущенника.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл икӗ-виҫӗ ҫул каярах укҫа тӳлесе ирӗке тухнӑ, анчах Испание кайман.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ирӗке тухнӑ Хирон тыткӑнрисене икӗ ҫӗр ҫын тара тытса портра ҫӗнӗ пысӑк карап тума пуҫланӑ.Вольноотпущенник Хирон нанял две сотни пленников и строил в порту новую большую галеру.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пурне те вӗсене ирӗке кӑларассипе йӗкӗлтес те, ҫӑласса икҫӗр ҫынна ҫеҫ ҫӑлас-и?Подразнить их всех призраком свободы, а спасти только двести человек?
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ирӗке янӑ Хирон, урӑхла Абд-Эль-Рахман, ҫапла ят панӑ ӑна мусульмансем, тахҫанах тыткӑнран укҫа тӳлесе тухнӑ, анчах килне каяйман, Испанине каяс умӗн Хирон килтен хыпар илнӗ; унӑн пӗтӗм ҫемьи тата тӑванӗсем пӗр уйӑх хушшинче хӑрушӑ чума чирӗпе вилсе пӗтнӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫырӑва королӗн килне, королӗн юратнӑ ҫынни патне ҫитерме тыткӑнран ирӗке кӑларнӑ икӗ ҫын килӗшнӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ренегатсем, маврсем, ирӗке янисем минутран-минутах Джезайр площадӗнчен чупа-чупа пырса ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерсе тӑнӑ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Чухӑнрах пиратсем, хӑйсен тыткӑна илнӗ ҫыннисене тӑрантарма ҫуккипе вӗсене ирӗке кӑларса янӑ е вуншарӑн чиксе вӗлернӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Сана ахаль Калабри матросӗпе тан хурса эпӗ сана ҫак пӗр чӗптӗм ылтӑн татӑкӗшӗн ирӗке кӑларса ярасса кӗтетӗн-и?
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Алжира — питех те начар ҫирӗплетнӗ хулана тата форта тытса илме, пашана сирпӗтсе антарса чуралӑхра асапланакан ҫирӗм христиана ирӗке кӑларма пилӗк пин ырӑ испанец та ҫителӗклӗ…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Мигель пӗр эрне хушши ухмаха ернӗ ҫын пек ҫӳренӗ; вӑл Итали чӗлхипе ҫырнӑ «Ирӗке тухнӑ Иерусалим» ятлӑ кӗнекене вуласа тухнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.