Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫакӑ адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пулса иртнӗ; ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче вара вӗсем лӑпланнӑ та ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗпе савӑнӑҫ кунӗ тунӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсфире вара Артаксеркс патша патне, патша ҫуртне, илнӗ, ку вуннӑмӗш уйӑхра, урӑхла каласан тебеф уйӑхӗнче, Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пулса иртнӗ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Ҫакӑн хыҫҫӑн] Артаксеркс вӑхӑтӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ, — ҫав Артаксеркс Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑнӑ, — 2. Артаксеркс патша тӗп хулара, Сузӑ хулинче, патшара ларнӑ чухне, 3. патшара ларни виҫҫӗмӗш ҫул ҫине кайсан, вӑл хӑйӗн аслӑ улпучӗсем валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем валли, Персипе Миди ҫарӗсен тӗп пуҫлӑхӗсем валли, хӑй ҫӗрӗсене пӑхса тӑракансем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, 4. вӑл унта хӑй патшалӑхӗн аслӑ мулне, хӑйӗн ҫиҫсе тӑракан чапне кӑтартнӑ, нумая, ҫӗр сакӑрвунӑ куна, тӑсӑлнӑ ҫав уяв.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн, Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ чухне, Ездра таврӑннӑ; Ездра вӑл — Азария ывӑлӗ, Азария — Зехрий ывӑлӗ, Зехрий — Хелкия ывӑлӗ, Хелкия — Шаллум ывӑлӗ, 2. Шаллум — Садок ывӑлӗ, Садок — Ахитув ывӑлӗ, Ахитув — Амария ывӑлӗ, Амария — Озия ывӑлӗ, Озия — Мерайоф ывӑлӗ, Мерайоф — Зарей ывӑлӗ, Зарей — Сауй ывӑлӗ, Сауй — Буккий ывӑлӗ, Буккий — Авишуй ывӑлӗ, Авишуй — Финеес ывӑлӗ, Финеес — Елеазар ывӑлӗ, Елеазар — аслӑ священникӑн Ааронӑн ывӑлӗ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иосия тунӑ ҫав ӗҫсем хыҫҫӑн акӑ мӗн пулса иртнӗ: фараон, Египет патши, Евфрат шывӗ хӗрринчи Каркамис хулине вӑрҫӑпа кайнӑ, Иосия ӗнтӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ ӗҫ пулса иртнӗ чухне эпӗ Иерусалимра пулман: Вавилон патши Артаксеркс вӑтӑр иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ патша патне кайнӑччӗ; темиҫе кун иртсессӗн, патшаран каялла таврӑнма ирӗк ыйтса илтӗм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн, Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ чухне, Вавилонран Ездра таврӑннӑ; Ездра вӑл — Сераия ывӑлӗ, Сераия — Азария ывӑлӗ, Азария — Хелкия ывӑлӗ, 2. Хелкия — Шаллум ывӑлӗ, Шаллум — Садок ывӑлӗ, Садок — Ахитув ывӑлӗ, 3. Ахитув — Амария ывӑлӗ, Амария — Азария ывӑлӗ, Азария — Мерайоф ывӑлӗ, 4. Мерайоф — Захария ывӑлӗ, Захария — Уззий ывӑлӗ, Уззий — Буккий ывӑлӗ, 5. Буккий — Авишуй ывӑлӗ, Авишуй — Финеес ывӑлӗ, Финеес — Елеазар ывӑлӗ, Елеазар — аслӑ священникӑн Ааронӑн ывӑлӗ; 6. ҫав Ездра Вавилонран таврӑннӑ.
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вавилон патшисем янӑ элчӗсем унран ҫӗр ҫинче пулса иртнӗ хӑват палли ҫинчен ыйтса пӗлме пырсассӑн ҫеҫ, — ӑна сӑнаса пӑхас, ун чӗринче мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗлес тесе, — Турӑ Езекияна пӑрахса хӑварнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫак ӗҫ кӗтмен ҫӗртен, хӑвӑрт пулса иртнӗ, Турӑ халӑх кӑмӑлне ҫапла ҫавӑрнӑшӑн Езекия тата пӗтӗм халӑх савӑннӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Озия тарӑхса кайнӑ, аллинче ӗнтӗ — ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тӗтӗркӗч; вӑл священниксене тарӑхса кайсассӑн унӑн ҫамки ҫине тилҫе тапса тухнӑ — священниксем умӗнче, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ патӗнче пулса иртнӗ ҫакӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ровоам пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сусаким, Египет патши, Иерусалима тапӑннӑ, — ку ӗнтӗ Ровоампа Иудея халӑхӗ Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннипе пулса иртнӗ, — 3. пин те икҫӗр ҫар урапипе, утмӑл пин юланутпа тапӑннӑ; унпа пӗрле Египетран килнӗ халӑхӑн, Ливи ҫыннисен, сукхитсен тата эфиопсен шучӗ те пулман; 4. Иудейӑри тӗреклӗлетнӗ хуласене парӑнтарса вӑл Иерусалим патнех ҫитнӗ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Геф хулинче тата тепӗр ҫапӑҫу пулса иртнӗ.
1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каллех филистимсемпе вӑрҫӑ пулса иртнӗ.
1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудея патши Иехония ӗнтӗ Вавилон патши патне хӑй тухнӑ; унпа пӗрле амӑшӗ те, тарҫисем те, аслӑ улпучӗсем те, хайранӗсем те тухнӑ, — Вавилон патши ӑна тыткӑна илнӗ, ку ӗҫ Навуходоносор саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулса иртнӗ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫӗрле вара акӑ мӗн пулса иртнӗ: Турӑ Ангелӗ ҫитнӗ те Ассири ҫарӗн тапӑрӗнче ҫӗр сакӑрвунӑ пилӗк пин ҫынна тӗп тунӑ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патша хӑйӗн шанчӑклӑ улпутне хула хапхине сыхлама тӑратнӑ; хапха анинче вӑл халӑх ури айне пулнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ; Турӑ ҫынни хӑй патне патша пынӑ кун мӗн каланӑ, пурте ҫавӑн пек пулса иртнӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вырӑнне Иорам [Охозия пӗртӑванӗ] патшана ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн Охозиян ывӑл пулман; ку ӗҫ Иосафат ывӑлӗ Иорам иккӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне пулса иртнӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кӑнтӑр тӗлӗ иртнӗ, вӗсем пур — ҫаплах-ха, каҫхи парне кӳрес вӑхӑт ҫитичченех, урса кайса кӑшкӑрашнӑ; анчах нимӗнле сасӑ та пулман, нимӗн те илтӗнмен.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн та Иеровоам хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнман, халӑх хушшинчен тӳпем вырӑнсен священникӗсене лартсах тӑнӑ; камӑн кӑмӑл пур, ҫавна священника кӗртнӗ вӑл, вара лешӗ тӳпем вырӑнсен священникӗ пулса тӑнӑ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Геф хулинче те ҫапӑҫу пулса иртнӗ; унта ҫӳллӗ те капмар пӗр ҫын пулнӑ; алли те, ури те унӑн ултшар пӳрнеллӗ пулнӑ, пурӗ — ҫирӗм тӑватӑ пӳрне, ҫавӑ та Рефаим тӑхӑмех пулнӑ, 21. вӑл израильсене усал сӑмахсемпе хӑртнӑ; ӑна вара Ионафан — Давид пиччӗшӗн Сафайӑн ывӑлӗ — вӗлернӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.