Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртни сăмах пирĕн базăра пур.
иртни (тĕпĕ: иртни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑмупа иксӗр хушшинче мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парас чух…

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗрре иртни ҫирӗм икӗ минут.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Будкӑн тимӗр ҫивиттийӗ ҫинче ҫумӑр «ташлани» тата кассӑн-кассӑн ҫил кашласа иртни ҫеҫ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пысӑк калӑпӑшлӑ мероприяти пирӗн тӑрӑхра пуҫласа иртни паллах, пурсӑмӑршӑн та пысӑк мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

«Суту-илӳ ӗҫӗ маншӑн ытларах чун киленӗҫӗ. Ҫынсемпе калаҫса кун иртни те сисӗнмест», – тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

Хӑйӗн патӗнче пулса иртни хыҫҫӑн тата кӳршисемпе те кайса калаҫнӑ, вӗсенчен те укҫа хӑйпӑтса кайни пирки пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Клубра савӑнӑҫ каҫӗ мӗнле иртни ӑна пӑшӑрхантармарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Анатолий Васильевичпа сӑмахланӑ май вӑхӑт иртни те сисӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Унӑн халь — хӑйӗн тӗнчи, таврара пулса иртни ӑна ним чухлӗ те кӑсӑклантармасть.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Пирӗн колхозра мӗнлерех трагеди пулса иртни ҫинчен пӗлетӗр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тарановӑн тахҫантанпах ҫирӗпленнӗ йӑла пур: кирек хӑш кун та кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлне киоск умне ҫитсе тӑрать, почтӑран хальтерех ҫеҫ кӳрсе килнӗ хаҫат-журнал хушшинче хӑйне кирлине шырать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Таврӑнатех иртни каялла, таврӑнатех», — ҫунатланчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫан пулса иртни е урӑххи чӑрмантаратчӗ-и — калаҫу нихӑшӗнпе те питех ҫыхӑнмастчӗ, Инесса кирек хӑҫан та хӑйсен ачи-пӑчи пирки сӑмах пуҫаратчӗ: «Вӗсем ман — виҫҫӗ: икӗ ывӑл, пӗр хӗр», — тетчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чыслав Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫ-пуҫ шучӗпе иртни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Йывӑҫ тӑррисем ерипен сулланни те, пӗр-пӗр турат шӑтӑрт хуҫӑлса анни те, ҫумран кайӑк вӗҫсе иртни те уншӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмаллах хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Иртни — ытла та пысӑк вӑйсӑрлӑх, пӗчченлӗх, анчах эпӗ малашне ҫирӗп, чӑн-чӑн пурнӑҫпа пурӑнма вӑй ҫитерсен, вӑл, иртнӗ пурнӑҫ, мана тарӑхтарман пулӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл ман пурнӑҫӑн пулас чапӗ, ҫӗнӗ илемлӗхӗ пулма пултарать…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫак хушӑра пирӗн республикӑн культурӑллӑ пурнӑҫӗнче мӗнешкел пысӑк улшӑнусем пулса иртни пуриншӗн те паллӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Горячкин, пӗр хӑйне ҫеҫ айӑпласран хӑраса, ҫак тискер ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен кайран пӗтӗмпех каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫур ҫӗр иртни пӗр сехет…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Иртни тата хальхи.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех