Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртни сăмах пирĕн базăра пур.
иртни (тĕпĕ: иртни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫур ҫӗр иртни икӗ сехет ҫине кайрӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Гаврил Романович, ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни пирки каласа парам… — пуҫларӗ хӑй айӑпне туйса Миша.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Нумай пурӑнатпӑр-и, сахал-и — эпӗ пулса иртни ҫинчен манса кайма та ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ — мана районти халӑх судне кайма хут пырса тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

— Вӑт, ҫитрӗмӗр те, — Иван Яковлевич чӗлӗмне махорка пусса тултарчӗ, — калаҫса вӑхӑт иртни те сисӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эсир пӗлнӗ вӗт-ха: эпӗ, базӑна ҫитсе пӑр ҫинче мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлтерсенех, хӑрушла вӑйлӑ гриппа чирлесе ӳкрӗм те икӗ эрне хушши пӳлӗмрен тухмасӑр выртрӑм».

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара эп ӑна ҫак ҫуртра мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа патӑм…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ман валли тухтӑр, транспорт тупиччен вӑхӑт нумай иртессине ӑнланса, Ольга Алексеевна Звягинцева пӑр ҫинче мӗн пулса иртни ҫинчен халех базӑна пӗлтерме, унтан хӑйӗнпе пӗрле пӑр ҫине таврӑнма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан тата кӑштах вӑхӑт иртрӗ те, пирӗн улах вырӑнсене те Мускавра, парти съездӗнче, мӗн пулса иртни ҫинчен хыпарсем ҫитме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн следователь Ольӑна сӗтел хушшине лартнӑ, ӑна пӗр купа хут панӑ та халь ҫеҫ мӗн пулса иртни пирки хӑйӗн шухӑшне тӗплӗн ҫырма тата Арсентий Павлович Соколова кирлӗ пек характеристика пама хушнӑ…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Прохорова сасси тӑрӑх Завьялов тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ: ӗнер каҫ мӗн пулса иртни ҫинчен Лиза ӑна каласа панӑ-ши, ҫук-ши?

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Геологи маршручӗ мӗнле иртни чи интереслӗ тӗрӗслев пулчӗ.

Самым интересным испытанием было прохождение геологического маршрута.

Полина Бородулина: "Ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ пур япалана та юрататӑп" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -p-3447564

Пӗррехинче Лизӑна комсомол комитетне чӗнтернӗ те, секретарь, хаяр кӑмӑллӑ ашшӗ пек калаҫса, унпа мӗн пулса иртни ҫинчен, вӑл мӗншӗн япӑх вӗренни ҫинчен, мӗншӗн ҫакӑн пек ҫилленекен, пӑлханакан пулса кайни ҫинчен ыйтма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗрсем унӑн историне пӗлнӗ те кашни каҫах, пӳлӗме пурте пӗрле пухӑнсан, Лизӑран паянхи кун мӗнле иртни ҫинчен, вӑл Виктора курнипе курманни ҫинчен тата вӑл малашне мӗн тума шухӑшлани ҫинчен ыйтма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виктор Лизӑран виҫӗ ҫул аслӑрах пулнӑ, анчах Лизӑна вӑл хӑй унран нумай аслӑрах пек, Виктор халь ача кӑна пулнӑ пек, ҫавӑнпа та вӑл хӑйсем хушшинче пулса иртни мӗн тери телей иккенне ытла тӳрех ӑнланма пултараймасть пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн пур шухӑшӗсем те халь ҫеҫ пулса иртни ҫинче кӑна пулчӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Манпа халь мӗн-мӗн пулса иртни пӗтӗмпех — чӑн-чӑн пурнӑҫ мар вӑл.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пулса иртни ҫинчен урӑх нихҫан та шухӑшлас мар, аса илес мар тесе, нумай ҫулсем хушши асаплӑн тӑрӑшни пӗтӗмпех харама кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Аялта ҫырнинчен ҫӗршывра май умӗнхи пухусем пулса иртни ҫинчен, ҫынсем хӑйсем валли социализмла обязательствӑсем илни ҫинчен пӗлме пулать.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Уншӑн пулсан шывсем юхни, ҫулсем иртни нимӗн те мар тейӗн.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗмӗр иртни те сисӗнмест…

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех