Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртни сăмах пирĕн базăра пур.
иртни (тĕпĕ: иртни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртни ҫинчен ан асӑн тархасшӑн! — чун-чӗререн пӑлханса йӑлӑнчӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эпӗ вӗсемпе юнашар пӗрене купи ҫине лартӑм та тӳрех иртни ҫинчен ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Редакцие шӑнкӑравлаканни Еленех пулнӑ пек туйӑнать, анчах вӑл темшӗн тунчӗ, — терӗм эпӗ редакторпа командировка мӗнле иртни ҫинчен калаҫнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Иртни ҫинчен нумай шухӑшланӑ вӑл, хӑй тӗрӗс мар тунине чунтан-чӗререн туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тарас хӗр санитаркӑпа ташланӑ май паян мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшларӗ, вӑхӑт-вӑхӑт вӑл хӗрсех ташлакан Кӗркурипе Елюк ҫине е хӑй ҫумӗнчи Анук ҫине пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Вара ӗҫре мӗн пулса иртни ҫинчен каласа кӑтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Испуханов мӗншӗн каллех ялти клуба ӗҫлеме куҫнине юлташӗсем те, килтисем те пӗлеймерӗҫ, вӗсене вӑл Хура Качакара мӗн пулса иртни ҫинчен тӗрӗссине каласа кӑтартма хӑюлӑх ҫитереймерӗ — вӑтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Испуханов Шӑпчӑккассинчи клуб пуҫлӑхӗпе мӗнлерех калаҫу пулса иртни ҫинчен тӗрӗссипех каласа кӑтартрӗ, Татьяна Архиповна хӑй вырӑнне Верӑна илме ҫине тӑрсах сӗннине те пытармарӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫул ҫинче мӗн пулса иртни ҫинчен вӑл, Ульяна сӑмахне асра тытса, тӗрӗссине каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Кунта мӗн пулса иртни нихҫан та ял ҫине тухмӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫак кунсенче республикӑра професси ӑсталӑхӗн «Профессионалсем-2023» чемпионачӗн регионти тапхӑрӗ иртни — шӑпах ҫак ӗҫӗн пӗр пайӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Вӑл ҫӳпҫере тахҫан-тахҫан пулса иртни те упранать.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улатӑртан иртни иккӗмӗш кун ҫине кайсан, Укаслу полковник ҫарӗ пӗрле пыма тухнӑ ирҫесем ҫул кӑтарнипе, патька-патша хуралҫисене шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Леш паян кӑнтӑрла пулса иртни пирки шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачава мӗн пулса иртни паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑхӑт иртни те сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иртни пирки шухӑшларӑм.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халь ӗнтӗ нимӗн иккӗленсе тӑмалли те ҫук, кунта мӗнле тискер ӗҫ пулса иртни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччи пырать хӗр пӑхмашкӑн, Хӗрӗ пырать пӑхтарма, Иртни ҫинчен асӑнмашкӑн Ват ӳркенмест пухӑнма.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫ енпе кайсан, Федя хӑех ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех