Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

имӗш сăмах пирĕн базăра пур.
имӗш (тĕпĕ: имӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлтӑвакансем ҫав хӳре ҫине пусма хӑраҫҫӗ имӗш.

Молящиеся боялись наступить на хвост.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мӗнле кӗнеке пулнӑ вӑл — унтан тӗлӗнсех каймалла; атте хуть те ӑҫта пырсан та — ҫав кӗнеке унта пулнӑ имӗш.

И что это был за билет — куда отец не придет, этот билет был там.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сухаллӑ ҫын калаҫать имӗш — эп ӑна сассинченех палларӑм:

Говорил человек с бородкой — я узнал его по голосу.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫакӑн пек пӗчӗк ачана ӗҫе илесси ҫинчен мастер итлесшӗн те пулман имӗш.

Мастер и слышать не хотел, чтобы взять на завод такого маленького.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Манӑн кӳршӗ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Илюха, мана ыран пысӑк праҫник, терӗ: патша менельникӗ пулать, ҫавӑнпа та лавккасенче клентӗрсем, вылямалли теттесем, премӗксем укҫасӑрах параҫҫӗ, кама кирлӗ — ӑна какай та параҫҫӗ имӗш.

Мой сосед, рыжий Илюха, говорил, что завтра в городе будет большой праздник: царь именинник, и по этому случаю в лавках будут раздавать бесплатно пряники, а кому нужно — мясо.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑрмансенче вӗсем ҫук имӗш.

В лесах их встретить нельзя.

Чулхула облаҫӗнче пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсем ӗрчеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29332.html

Тӗлӗнесси-тӑвасси иртсен хӑнасем Иван Никифоровичран сывлӑхне ыйтса пӗлме тытӑнчӗҫ, вӑл тата сарӑларах панӑ имӗш, хулӑнланнӑ тесе хӗпӗртесе пӗлтерчӗҫ.

Очнувшись от изумления, вся публика приняла участие в здоровье Ивана Никифоровича и изъявила удовольствие, что он раздался в толщину.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ҫавӑнпа вӗсем Сулла пирки чарӑнма пӗлмесӗр макӑраҫҫӗ, макӑрни чӗреренех тухнӑ пек туйӑнать; префикӑсен сӑмахне ӗненес пулсан, Суллӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫав тери нумай имӗш, Камилпа Цинциннатӑн, Фабриципе Фабий Макссимӑн, Катонпа Сципионӑн мӗнпур ырӑ ӗҫӗсене пӗрле хушсан та, Суллӑн ӗҫӗсене ҫитмеҫҫӗ пулать.

Поэтому слезы, проливаемые ими по Сулле, были безутешны, плач, казалось, шел от самого сердца, а добродетели экс-диктатора Рима были, по словам плакальщиц, таковы, что все добродетели Камилла и Цинцинната, Фабриция и Фабия Максима, Катона Сципиона, вместе взятые, были ниже, чем добродетели Суллы.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Батиат Спартакӑн ӑсталӑхӗ ҫинчен нумай илтнӗ имӗш, ҫавӑнпа халь Спартака Капуйӑна фехтовани учителӗ пулма чӗнсе ҫырать, ӑна чаплӑ апат та пысӑк шалу пама килӗшет.

Батиат под влиянием — как он писал — слуха об искусстве и доблести Спартака приглашал его, если он пожелает, явиться в Капую для занятий с его учениками и обещал в вознаграждение роскошный стол и значительное жалование.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Ну, каламарӗҫ, пурпӗрех те мухтанаҫҫӗ, вӗсем пӗлеҫҫӗ имӗш, эпӗ вара — ҫук…

— Ну, не говорили, а все равно задаются, что они умеют, а я — нет…

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Транспорт енчен пӑхсан та Вӑрнар Европӑри пӗчӗк хуласене аса илтерет имӗш: ытларах машшинсемпе тата велосипедсемпе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html

Аппианпа Флор кӗскен ҫеҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Спартак Фракире ҫуралнӑ теме пулать, малтан вӑл римлянсен пулӑшса пыракан ҫарӗсенче службӑра тӑнӑ имӗш, унтан тухса тарнӑ та, кайран, ӑна тытсан, айӑпласа, чуралӑха сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Ыттисен инкекӗшӗн савӑннӑ сӗмпе, хавхаллӑн палӑртаҫҫӗ: улӑпла цирка, вун пӗрмӗш нумӗрлине, ҫӗр айӗнчи ӗҫлевҫӗсем сирпӗтнӗ имӗш, правительство агенчӗсем пур ҫӗрте те хӗҫ-пӑшал управӗсене шыраҫҫӗ-мӗн, Тускуб вара ҫарсене Соацера патнелле куҫарать иккен.

С тревожным злорадством говорили, что, будто бы, гигантский цирк, номер одиннадцатый, взорван подземными рабочими, что агенты правительства ищут повсюду склады оружия, что Тускуб стягивает войска в Соацеру.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Индрин — тӗлӗнтермӗш тискер кайӑкӑн типӗ пӗчӗкҫӗ урине, хаклӑ металл ӑшне чиксе хунӑскере — мӑйӗнчен ҫакса ячӗ, — вӑл, авалхи сӑмах-юмаха ӗненес тӗк, хӗрарӑмсене йывӑр самантсенче пулӑшать имӗш.

Надела на шею крошечную, оправленную в драгоценный металл, сухую лапку чудесного зверка Индри, весьма помогающую, по древним поверьям, женщинам в трудные минуты.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эсир, Тӳпе ывӑлӗсем, пӑхнипех вӗлереетӗр имӗш.

Вы, Сыны Неба, можете убивать взглядом.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лавккаҫӑччӗ те хӑй, часах икӗ хутлӑ чул ҫурт та ҫавӑрса лартаять имӗш, ҫӑмӑл машина та туянса яма кӑмӑлӗ пур-мӗн.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пирвайхийӗ ылханлӑ Несторий еретике хирӗҫ кӗрешсе ҫапӑҫнӑ; Несторий вӑл ирсӗрле вӗрентсе хӑтланнӑ: турӑ амӑшӗ вӑл — этем пулнӑ, ҫавӑнпа та турра ҫуратма пултарайман, этемех ҫуратнӑ, ячӗ тӑрӑх та ӗҫсем тӑрӑх Христос теекенскере, урӑхла каласан, тӗнчене ҫӑлакана ҫуратнӑ имӗш эппин ӑна турӑ амӑшӗ тесе мар Христос амӑшӗ тесе каламалла тенӗ, — ӑнлантӑн-и?

Первый ратоборствовал супро-ти окаянного еретика Нестория, который учил похабно, что-де богородица — человек есть, а посему — не имела бога родить, но родила человека же, именем и делами Христа, сиречь — спасителя миру; стало быть, надо ее называть не богородица, а христородица, — понял?

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл пӳрнисене епле майпа ҫухатни ҫинчен ҫӳрекен хыпарсенчен чи сарӑлни вӑл акӑ мӗн: пӳрнисене Брка темле забастовкӑра ҫухатнӑ имӗш, ун чухне вӑл жандарм винтовкин кӗпҫине ярса илнӗ пулать те, лешӗ ҫав вӑхӑтра персе янӑ, вара ҫурӑлса каякан пуля унӑн икӗ пӳрнине татса пӑрахнӑ.

Самым распространенным было мнение, что пальцы ему оторвало пулей дум-дум во время какой-то стачки, когда он ухватился за ствол жандармской винтовки.

38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, Гробовицӑра четниксем ултҫӗр ҫынна яхӑн имӗш, ҫавӑнпа вӑл хӑйсенчен йышлӑрах тӑшманпа ҫапӑҫса ҫухатусем тӳсесшӗн, шыв урлӑ каҫма палӑртса хунӑ ӗҫе кӑткӑслатасшӑн пулмарӗ.

По сведениям от разведки, четников в Гробовице было около шести сотен, он не хотелось вступать в бой с численно превосходящим противником, пришлось бы не только рисковать и идти на очевидные потери, но и серьезно затруднить предстоящую переброску отряда через реку, которую он намеревался произвести.

36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Партизансем ҫинчен нимӗҫсене пӗлтернӗ кмет ҫуртне ҫунтараҫҫӗ имӗш.

Жгли дом кмета, который донес о партизанах немцам.

34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех