Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтместӗн (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑнара пулманнисем ҫинчен тутасене кӑпӑклантарсах вӑрҫнине илтместӗн, алӑкран тухсанах сана та ҫаплах питлессе шантарса пӑхнине курмастӑн.

Не услышишь филиппики с пеной на губах отсутствующему, не подметишь брошенного на тебя взгляда с обещанием и тебе того же, чуть выйдешь за дверь.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тен, эсӗ илтместӗн пулӗ?

Может, ты глухонемой?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нивушлӗ илтместӗн?

Разве ты не слышишь?

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗн каласан та кунта, ялта, судпа айӑпланнисемшӗн пурнӑҫ колона-поселенинчен ирӗкрех: талӑкра виҫӗ хутчен тӗрӗслеве пухӑнас ҫук, офицерсемпе прапорщиксем сӑлтавсӑрах кӑшкӑрашнине те илтместӗн.

Что не говори, здесь, в деревне, для подсудимых жизнь вольготнее, чем в колонии-поселении: никто три раза в день не собирает на перекличку, не услышишь и необоснованные выкрики офицеров и прапорщиков.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

2. Эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен тилмӗрсе чӗнӗп-ши Сана? — Эсӗ илтместӗн; хӑҫанччен пусмӑра пӗтерме тархаслӑп-ши Сана? — Эсӗ ҫӑлмастӑн.

2. Доколе, Господи, я буду взывать, и Ты не слышишь, буду вопиять к Тебе о насилии, и Ты не спасаешь?

Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эй Туррӑм! кӑнтӑрла та тархаслатӑп — Эсӗ мана илтместӗн, ҫӗрле те тархаслатӑп — лӑпланаймастӑп.

3. Боже мой! я вопию днем, - и Ты не внемлешь мне, ночью, - и нет мне успокоения.

Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех