Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтерекен (тĕпĕ: илтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи Ульяновск облаҫӗн Параш районӗнчи ӑстасем шурӑ-хӗрлӗ улачана аса илтерекен пусмапа тата «хрансус» е «хрантсуски» текен хӗрлӗ ҫеҫкеллӗ ҫитсӑпа усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Алкогольлӗ ӗҫмесем — сӑрана аса илтерекен джаанр, ӑна тӗрлӗ тырӑран хатӗрлеҫҫӗ, ҫав шутра рисран та, тата ракси ятлӑ эрех.

Традиционные алкогольные напитки — аналог пива, джаанр, изготовляемый из различных злаков, в том числе риса, и вино ракси.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Шкул «Г» саспаллине аса илтерекен йывӑҫ ҫуртра.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тырӑ акӑнмасӑр юлнӑ саплӑкра хӗвеллӗ кунри таса пӗлӗте аса илтерекен кӑн-кӑвак ҫеҫке аякранах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӗҫре асӑрхануллӑ та типтерлӗ пулмалли ҫинчен аса илтерекен плакатсене ҫакнӑ хыҫҫӑн Ирина участоксене ҫитсе курма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кушак куҫне аса илтерекен куҫӗ темле тӗссӗрленсе вӑрттӑн йӑлкӑшать.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Следователӗн Ҫӑварни пӗлӗмне аса илтерекен ҫаврака питлӗ, шакла хырнӑ пуҫӗ ун ҫине хӗсӗнмен, тӗпчевлӗ куҫӗсемпе тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытса коридорпа пынӑ вӑхӑтра Ваҫиле илтрӗ колхоз председательне — Подоприхина аса илтерекен хӑйӑлти сасса.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюҫҫа, темшӗн ҫаппа-ҫарамас, вӑтанмасӑр тулли, сӗт бидонӗсене аса илтерекен кӑкӑрӗсене сулласа, такмак кӗввипе ташлать пек:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шанатӑр-и, казематӑн пӗр хутӗнче Колхозниксен ҫуртӗнчи пӳлӗме аса илтерекен камера та пур.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫиелтен пӑхсан унра пушхирте аташса кайнӑ ачана, этем йӗрӗ курӑнман ҫӗрте ҫӗтнӗскере, аса илтерекен паллӑсем ҫукчӗ.

По его виду никак нельзя было сказать, что это ребенок, потерявшийся в необитаемой пустыне, вдалеке от всякого жилья.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫамрӑк турра аса илтерекен, вӑрӑм ураллӑ йӗкӗт, ансӑр плавка — пит кӗске йӗм тӑхӑннӑскер, шывран тухсан тӑхӑнмалли халатлӑ ҫинҫешке хӗрпе юнашар тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тахҫанхине, сӗм авалхине аса илтерекен кӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мучи хӑй арӑмне аса илтерекен хӗрсене пӑхма юратать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сывлӑш десант ҫарӗсен ветеранӗсем тӑрӑшнипе тунӑ палӑртнӑ бюст пирӗн ҫӗршыва тулашри хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлекен десантниксен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен аса илтерекен вырӑн пулса тӑрӗ.

Установленный стараниями ветеранов ВДВ бюст станет знаковым местом, напоминающим нам о подвигах десантников, защищающих нашу страну от внешних угроз.

Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне паллӑ тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3371740

Кунта халӗ те чӑрӑш тӑрри, сӳсен, хӗрлӗ-кӗрен вӑрӑллӑ чӗкеҫ ути, ҫунса кайнӑ лампочкӑна аса илтерекен пуҫлӑ хӑлха ҫакки курӑкӗ ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫул юппинче, ҫӳллӗ юпасем ҫинче, кӑвакарчӑн читлӗхне аса илтерекен пӗчӗк ҫурт сенкер кантӑкӗсене ҫутатса ларать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

1940-50 ҫулсенче ача пулнӑ ҫынсен пӳрнисем ҫинче кашнинех тенӗ пек ҫурлапа кастарнӑ вырӑнсене аса илтерекен ҫӗвӗсем юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Эпӗ шӑп та шай сире аса илтерекен сӑнар тупма тӑрӑшӑп.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ку — хумлӑ-хумлӑ хӗрӗллӗ, сарлака тӗплӗ пысӑк хурана аса илтерекен айлӑм вырӑн.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех