Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илетӗн (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пахалӑхлӑ вӑрлӑхпа ӗҫлени вара уйрӑмах вырӑнлӑ, пӗрре — пысӑк тухӑҫ илетӗн, тепре — тӑкаксен 80 процентне патшалӑх шучӗпе саплаштарма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Кӗнекене илетӗн те сулахай е сылтӑм енне суйлатӑн, унтан кӗнекине уҫан.

Берешь книгу и выбираешь левую или правую сторону, а потом начинаешь листать.

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

— Мӗн тӑна илетӗн эс Микихвӗре обкомпа?

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр чух сӑлтавсӑрмӗнсӗр те шикленсе илетӗн ҫав: вокзалта автобусран тухсан Таранов такси тытрӗ те, хайхи икӗ сумка хваттере шӑнкӑрт-шӑнкӑрт ҫеҫ ҫитсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Кашни ҫын сасси хӑй евӗрлӗ, вӑл нихҫан та улшӑнмасть. Кама та пулин чӗререн юрататӑн пулсан унӑн сассине ҫӗр айӗнче те самантрах уйӑрса илетӗн», — ку сӑмахсене Инесса кун кӗнекине хӗрлӗ чернилпах ҫырса хунӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакна вӑл малтан хӑйне хӑй шантарсах та каламарӗ, анчах малтан ҫирӗпленсех ҫитеймен шухӑша сасӑпа каласа яратӑн пулсан, ӑна чӑн каланине хӑш-пӗр чух кайран тин туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Итле-ха, тусӑм, мӗнле йӑла вӑл санӑн: эсӗ, рояль умне ларсан, час-часах вара малтан «Пӗчӗк акӑшсен ташшине» каласа илетӗн

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Тӳрех урлӑ илетӗн — ним каламалли ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ешӗл каю ҫине патлатса ӳкнӗ пӗр-пӗр панулмине алла илетӗн те, вӑл ӳте кӑвар пек пӗҫертнӗн туйӑнать: ӑна улмуҫҫин хӗрӳлӗхӗ ҫавнашкал вӗрилентерсе кӗренлетмен-и?

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Машина шучӗ миҫе, ҫавӑн чухлӗ авӑтса илетӗн, — терӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пичче, каҫ пулсан кайса илетӗн, — терӗ Санюк.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Эсӗ ӗҫ укҫи нумай илетӗн пулас, — ыйтрӗ пӗррехинче Сима Ларисӑран.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫав ҫӳл тӳпери ҫутӑ ҫӑлтӑр евӗр йӑлтӑр ҫуталса илетӗн те каллех куҫ умӗнчен ҫухалатӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑвна ху пин ҫынна вӗрентнӗ пек туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Виҫине кӑна илетӗн.

Получишь только размеры.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эсӗ тӗплӗ кӑтартусем илетӗн.

Ты получишь подробные инструкции.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пружинӑна кислотапа сӗретӗн, ӑна паяльникӑн хӗрнӗ вӗҫӗпе тӗртсе илетӗн — кӗмӗл тӗслӗ тумлам хатӗр те.

Пружина смазывалась соляной кислотой. Прикосновение раскаленным концом паяльника — и серебристая капля на месте.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакӑн пек шӑв-шавра уйрӑм ҫын сассине епле-ха уйӑрса илетӗн?

Как различишь и хоре голос отдельного певца?

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсен арӑмӗсем ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, эс вара мана асаплантарсах чуна илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Мӗншӗн тесен кашни йывӑҫӑн хӑйӗн юратнӑ ҫӗрӗ пур-ҫке, тата ҫӗрне мӗнле хатӗрлетӗн, ҫавӑн пек тухӑҫне илетӗн вӗт.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех