Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь Анна уйрӑммӑнах килӗшмерӗ Лозневоя: вӑл паян Марийкӑна курчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн мӗнле те пулин урӑх хӗрарӑм илемне курма пулать-и вара?
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Парторг качча тухать пулсан, — кунта пирӗн пурнӑҫ илемне пур енчен те кӑтартас пулать!..Это же парторг замуж выходит — тут нужно показать нашу жизнь во всей ее красе!..
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑван ҫӗршывӑн шурӑмпуҫ килнӗ вӑхӑтри чаплӑ та тӗлӗнмелле илемне курни Озерова сасартӑках лӑплантарчӗ.Это чудесное видение необъятной родной страны на утренней заре внезапно и быстро успокоило Озерова.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Маншӑн вӑл кунтан лайӑхрах пекчӗ, анчах тӗлӗнмелле: тӑван ял илемне аса илсе, ун ҫинчен калама шут тытсассӑн, пуҫӑма нимӗнех те килместчӗ, сӑмахсем те тупӑнмастчӗҫ.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Вӑл Марьянка ҫине пӑхрӗ те ӑна тусемпе тӳпен илемне юратнӑ пек (ӑна хӑйне ҫапла туйӑнчӗ) юратрӗ, вӑл унпа нихӑш енӗпе те хутшӑнса ҫыхланса кайма шутламарӗ.
XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ӑна ӗнтӗ халь ҫапла туйӑнчӗ: ҫак хӑйне пур енчен те хупӑрласа тӑракан вӑрӑмтунасем, тарланӑ пит тӑрӑх алӑ айӗнче ҫӑрӑлакан вӑрӑмтуна чусти пулман пулсан, ҫак пӗтӗм ӳт-тире канӑҫсӑррӑн кӗҫӗттерни пулмасан, кунти вӑрман уншӑн хӑйӗн йӑлине, хӑйӗн илемне ҫухатнӑ пулӗччӗ.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл хӗвеле, хӗрӳ, савӑк хӗвеле, ҫутӑ тӳпене, ҫутҫанталӑка — пурнӑҫӑн нумай-нумай енлӗ пӗтӗм илемне, калама ҫук пысӑк-пысӑк киленӗҫпе мӑнаҫлӑха — этем шухӑшлавне вӗлерет!
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫаксем ҫинчен пӗтӗмпех шухӑшлатӑп та, тепӗр чух, пулкалать, сасартӑк ют савнӑҫа, е ют хуйха, о мӗнле те пулин ӗҫӗн вилӗмсӗр илемне, хам витӗр кӑларса, хӗрӳн туйса илетӗп, ҫӳретӗп те ҫӳретӗп вара ҫакнашкал акӑ, пӗр-пӗччен… унтан тата йӗретӗп, — вӗрин, хастаррӑн йеретӗп…
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Туссем малалла утрӗҫ, вӗсем хӗллехи ту илемне пӑхса савӑнма вӑхӑтран вӑхӑта чарӑнкаларӗҫ, анчах сӑмах-юмах пулмарӗ.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӗнӗлле май тунӑ чиркӗвӗн тӑрри ҫӳллӗ, мӑнастирӗн ытти хуралтисемпе — мӗн иртнине аса илтерекен палӑксемпе ӗнтӗ — ниепле те килӗшсе тӑмасть, авалхи пергамент ҫумне хут листи ҫыпӑҫтарнӑ пек палӑрса, архитектурӑ илемне пӑсса тӑрать.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Арҫын унӑнне илемне ҫеҫ хакланӑ.
4 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен ытларах аталансан, арҫын хӗрарӑмӑн илемне унчченхинчен ытларах хаклама, ун илӗме умӗнче пуҫ тайма пуҫланӑ.
4 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Илемне курса савӑнар-и?
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Фикусӑн йывӑр та ҫутӑ симӗс ҫулҫисем витӗр Давыдов крыльца ҫинче вӑхӑтсӑр мӑнтӑрланнӑ пулин те хӑйӗн илемне ҫухатман ҫамрӑк хӗрарӑм тухса тӑнине курчӗ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫав автансен хӳри ҫине таптаса пурӑннӑ, ачаранпах чӑхсем патӗнче ӳснӗ, анчах вӗсен юррин ҫак илемне ӑнланма пӗлмен.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Касса йӑвантарӗҫ сана, ҫарамаслантарӗҫ, санӑн илемне — тураттусемпе хунавусене — пуртӑсемпе иртсе пӑрахӗҫ те хӑвна пӗве патне турттарса кайӗҫ, вара пӗве пӗвелекен вырӑна свай туса, ҫӗр ӑшне ҫапса лартӗҫ… — тесе шухӑшларӗ Яков Лукич, лаштра сарӑлса ларакан юманӑн тӑрри ҫине пӑхкаласа.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑй вара, хуйхӑ-суйхӑпа, ӗмӗрех ҫитмен пурнӑҫпа тертленсе, ӗлӗкхи илемне, сывлӑхне тата чеченлӗхне ҫухатнӑскер, ҫу каҫипех ала пек шалатка пӗртен пӗр кибкипе ҫӳресе ирттернӗ, хӗлле тата пӗртен пӗр кӗпине ҫуса ҫаксан, ачисемпе пӗрле ҫаппа-ҫарамас кӑмака ҫинче ларнӑ, мӗншӗн тесен улӑштарса тӑхӑнмалли урӑх нимӗн те пулман…
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Марина ҫав кӗркунне хӗрӗхрен иртнӗччӗ ӗнтӗ, анчах вӑл хӑйӗн мӑнтӑркка та ҫирӗп, вӑйлӑ ӳт-пӗвӗнче, тӗксӗм-сарӑ сӑн-питӗнче яр уҫҫӑнах палӑрман илемне ҫухатманччӗ-ха.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл, хӑйӗн илемне океан хумӗсем ҫинче сарӑлса выртакан йӑлтӑр ҫутӑсем ӑшне пӑрахса, ҫӗрлехи тӗттӗм пӗлӗтре те — ҫунса каймасӑр — вӑрахчен ялкӑшса ларать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хӑйсен каймалли тӗлне лайӑх курса, вӗсем кӑшт пӗр ик-виҫ минут малтан анчах ҫӑмӑллӑн утса пынӑ; вӗсем умӗнче патшан юмахри сӑнӗ чаплӑн курӑнса тӑнӑ, вӗсем ӑна пӑхса хӗпӗртенӗ, юратса кайнӑ, унӑн хӑйсемех тунӑ илемне пӑхса ӳсӗрӗлнипе чӗрисенче пит пысӑк шанчӑксем усранӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.