Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗпе ҫаннисене хӑйсем иккӗш те ҫӳлелле тавӑрнӑ, ҫурӑм хыҫӗнче иккӗшӗн те ранецсем.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Партизансен аллинче винтовкӑсем, пиҫиххисем хушшинче иккӗшӗн те симӗс гранатӑсем тата патрон чикмелли сӑран сумкӑсем.
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫавӑнтах, хӑйӗн умӗнчех, шӑтӑк алтрӗҫ, ҫын вӗлернӗ чӗрӗ ҫынна унта антарчӗҫ, ун ҫине хӑй вӗлернӗ ҫынна хунӑ тупӑка лартрӗҫ, вара иккӗшӗн ҫине те ҫӗр купаларӗҫ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Темиҫе ҫул иртсен, ҫак куҫсаҫӳренсен иккӗшӗн те пӗр яла кӗрсе ҫӗр выртмалла килсе тухать, шӑп ҫав вӑхӑтра ку ялти ҫынсем пӑлхава ҫӗкленсе ют ҫӗршыв тӑшманӗсене ҫапса аркатнӑ.
Куҫсаҫӳрен икӗ ҫын ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Шӑпах пӳрт варринче сквайр капитана тытса тӑрать, иккӗшӗн те пичӗсем шуралса кайнӑ.
XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Алексейпе иккӗшӗн ҫинчен мӗн те пулин пӗлекенсем институтра сайралсах пычӗҫ.В институте все меньше оставалось тех, кто что-то знал о них с Алексеем.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Иккӗшӗн те ҫилли питӗ тулса ҫитнӗ пулас.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Нина аллинчи хут татӑкӗ мӗнле чӗтренине пӑхса, эпӗ вӗсен Олегпа иккӗшӗн хушшинчи туслӑха, вӑл Нина ҫинчен час-часах мӗн каланисене аса илтӗм:
Ҫитрӗҫ! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫапла вара, Спадщан вӑрманне килсе кӗнӗ танксен иккӗшӗн те шалчи тулчӗ, вӗсен ҫыннисем те пурте чӗрӗллех ҫунса кайрӗҫ.Экипаж обоих танков, проникших в Спадщанский лес сгорели заживо.
Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тата иккӗшӗн те мӗнле хуҫалӑхсем вӗсен!
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Лараҫҫӗ вӗсем ҫапла, пӗчӗккипе пысӑкки, урлӑ-пирлӗ ҫапса ҫӑвакан ҫумӑр пайӑркисем ҫине пӑхса, иккӗшӗн те пӗр шухӑш.Так сидят они, маленький и большой, смотрят на перехлест дождевых струй и думают об одном и том же.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫуркуннене тухсан, ак, ҫӗршыв хытма-типшӗрме пикенсен, йывӑра тапӑнмалли пулать-ха Матвипе иккӗшӗн, никӗс ямалла, ҫӗнӗ пӳрт хӑпартмалла пулать.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Акӑлчан иккӗшӗн ҫине те лӑпкӑн та тӗлӗнсе пӑхрӗ.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Топорек ҫав анана таптатнӑшӑн хӑйӗн мӗнпур хуҫалӑхӗ юхӑнса кайнине туйса илчӗ: укҫа та нумай тӑккаларӗ вӑл, выльӑхсӑр та, тырӑсӑр та тӑрса юлчӗ; ҫуркунне унӑн, хӗрӗпе иккӗшӗн, е ҫӗр кӑшламалла пулать, е тӗнче тӑрӑх каймалла.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Иккӗшӗн те сип-симӗс картуз.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Йӗри-тавра партизансем хаваслӑн шавлаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен иккӗшӗн те тавлашса ҫӗнтерӳ савӑнӑҫне пӑсас килмерӗ.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Боянӑпа иккӗшӗн ҫумӗнче ларакан йывӑҫа пырса лекекен пульӑсем юр ҫине сирпӗнсе ӳкнине асӑрхамасӑр, Уча чухӑммӑнах тӗллет те перет.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Савӑнӑҫлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Николӑпа Джурдже, пӗр-пӗринчен пӗрмаях шӳтлесе кулса, чи йывӑр чухне те, ҫапӑҫу умӗн те, ҫапӑҫу хыҫҫӑн та, ҫӗнтерсен те, парӑнсан та, хӑйсене те, юлташӗсене те култараҫҫӗ, партизанла вӑрҫӑн йывӑрлӑхӗсемпе асапӗсене ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттереҫҫӗ, вӗсем тӗлӗнмелле туслӑ (Йевта каланӑ тӑрӑх, вӗсен «иккӗшӗн пӗр чун»), атакӑра та, канма е ҫывӑрма выртсан та пӗр-пӗринчен уйрӑлмаҫҫӗ вӗсем.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсен Андрей пиччӗшпе иккӗшӗн темле вӑрттӑн ӗҫ пур…
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Халь вара кунтан иккӗшӗн те хӑвӑртрах кайма тивет, мӗншӗн тесен ав мӗнле йӗрлевҫӗсем тӑраҫҫӗ унта…И что надо отсюда поскорей уезжать, а то вон каких молодчиков выставили…
Вӑрттӑн тӗлпулусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.