Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

идейӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн XXII сьезчӗ пирӗн ҫӗршывра литературӑпа искусствӑ «миллионшар ҫынсене савӑнӑҫ кӳрекен, хавхалантаракан вӑй пулса тӑмалла, вӗсен кӑмӑлне, туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене палӑртса тӑмалла, вӗсене идейӑ енӗпе ӳссе пыма, нравственноҫ енӗпе аталанса ҫитӗнме пулӑшмалла» тесе палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет литературипе искусствин паха енӗ вӑл идейӑ тӗлӗшӗнчен ҫӳлти пусӑмра пулнипе тата халӑх кӑмӑлне туллин тивӗҫтернипе вӑйлӑн палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Литературӑпа искусствӑ миллионшар ҫынсене савӑнӑҫ кӳрекен, хавхалантаракан вӑй пулса тӑмалла, вӗсен кӑмӑлне, туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене палӑртса тӑмалла, вӗсене идейӑ енӗпе ӳссе пыма, нравственноҫ енӗпе аталанса ҫитӗнме пулӑшмалла».

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Паллах, идейӑ илемлӗ произведенин содержанийӗн ӳтне кӗрет, унтан уйрӑм тӑма, таҫта вӗҫсе ҫӳреме пултараймасть; содержани писатель пурнӑҫа мӗнле ӑнланнинчен килет, вӑл хӑйӗн умне лартакан задачӑсене мӗнле ӑнланнинчен, мӗнле ӑнлантарнинчен, пурнӑҫа кӗртме сӗннӗ майсенчен килет.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Художествӑллӑ идейӑ — шухӑш ҫеҫ мар, сисӗм те («идеологи» сӑмах хыҫне лартнӑ ыйту палли пирӗн. — В. Д.)

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

— Пирӗн либералсен ӗмӗрӗнчи чи сумлӑ идейӑ — хӗрарӑмсене арҫынна чура пек пӑхӑнса пурӑнасран хӑтарасси, варварсен мӗн авалтан пынӑ йӗркине пӗтересси.

— Передовые идеи нашего либерального века требуют освобождения женщины от рабского подчинения мужчине — наследия варварских времен.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл крепоҫран тарса тухрӗ, халь те пулин ют ятпа пурӑнать, тӑван кил-йышӗпе те тахҫан пӗлнӗ тусӗсемпе курнӑҫаймасть, ӑна хӑйне сехетсерен палласа илме пултараҫҫӗ, каллех хупса хурасран та сыхланмалла, иртен кунра вӑл хӑй валли хаваслӑх-мӗн кӗтмест, ӳлӗм чипер пурӑнӑп-ха тенӗ шанчӑк та тытмасть вӑл, — ҫакӑн пек ҫынна пӗртен пӗр аслӑ идейӑ кӑна Болгарие таврӑнмашкӑн хистеме пултарнӑ, вара вӑл, ҫакӑнта икӗ ҫын вӗлернӗ хыҫҫӑн та, тӑван ҫӗршывне пӑрахса каясшӑн пулмарӗ.

Такого человека, как он, — бежавшего из крепости, живущего под чужим именем, лишенного всяких семейных и общественных связей, ежечасно подвергающегося опасности быть узнанным и выданным, не ожидающего от жизни никаких радостей — такого человека одна лишь великая идея могла заставить приехать в Болгарию и не покинуть ее даже после того, как он совершил два убийства…

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сирӗн урлӑ-пирлӗ сӑмахӑрта ҫапах та идейӑ пур, — терӗ вӑл пӑртак шухӑшланӑ хыҫҫӑн.

Он отвечал подумавши: — В вашей галиматье, однако ж, есть идея.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫак идейӑ пуртан пӗрремӗш кӗнекере социаллӑ кӗрешӳ те вӑйлансах пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

«Пралуксем юрлаҫҫӗ» калавра идейӑ уҫӑмсӑр, герой характерӗ автор тӗллевне хирӗҫле пулса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Анчах идейӑ тӗлӗшӗнчен, сюжетпа сӑнарсем ӳкерсе тӑвас енӗпе романа тӗплӗн юсас пулать.

Но роман необходимо тщательно переделать в отношении развития идеи, по созданию сюжета и образов.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех