Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

залне (тĕпĕ: зал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крылов тупӑкне Наукӑсен академийӗн конференцисен залне вырнаҫтарнӑ.

В конференц-зале Академии наук поставили гроб Крылова.

Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

1897 ҫулхи мартӑн 12-мӗшӗнче академин конференцисен залне халӑх туллиех пухӑннӑ.

12 марта 1897 года конференц-зал академии был полон.

Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫутӑ та илемлӗ вулав залне конкурса хутшӑннӑ ачасен ӗҫӗсем — ӳкерчӗксем, плакатсем, алӑпа ӑсталанӑ кӗнекесем — илем кӳчӗҫ.

В светлый и красивый читальный зал работы присоединившихся к конкурсу детей - рисунки, плакаты, изготовленные вручную книги - доставили красоту.

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17

Ҫав кунах Михаил Игнатьевпа Александр Карлин Алтайри В.С.Золотухин ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрне тата «Сибирь» концерт залне ҫитсе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Тренажер залне кӗрсе те хул-ҫурӑма ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Линейка хыҫҫӑн лагерьти пур ача та акт залне пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Каратепе туслӑскер тренажер залне ӳт-пӗве тӗреклетес тӗллевпе килнӗччӗ, кунтах юлчӗ вара.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Тренажер залне ҫӳрекен пикесемпе яшсем татах пур. Пӗрисем кӗлетке илӗртӳллӗ те хитре пултӑр теҫҫӗ, теприсем начарланас тӗллевпе килеҫҫӗ», — терӗ спорт шкулӗнче 18 ҫул ӗҫлекен тренер.

"Есть и еще девушки и парни, которые ходят в тренажёрный зал. Одни хотят сделать фигуру привлекательной и красивой, другие с целью похудения", - сказал тренер, работающий в спортивной школе 18 лет.

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫапла майпа икӗ ҫулта республикӑри 72 спорт залне юсаса ҫӗнетнӗ, 2016 ҫул вӗҫлениччен тепӗр 24-шне ҫӗнӗ сӑн-сӑпат кӗртӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ирхи апат хыҫҫӑнах спортпа туслисем — стадиона, сценӑна юратакансем — акт залне, ӳкерме е алӗҫ ӑсталама кӑмӑллакансем ӳкерӳ урокӗсене ертсе пыракан Надежда Андреевӑн ӗҫ пӳлӗмне саланаҫҫӗ.

После завтрака дружные со спортом идут на стадион, любящие сцену - в актовый зал, желающие рисовать или рукодельничать - в рабочий кабинет учителя рисовании Надежды Андреевой.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Хӑшӗ-пӗри ларусен залне килме те васкамасть.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Павел кӗлеткипе тӗреклӗ пулнӑ, интервьюсенче алӑ вӗҫҫӗн тытӑҫассин спорчӗпе тусли, тренажер залне ҫӳрени, ирсерен пӗрер сехет вӑрманта чупни, кӳлӗре шыва кӗни ҫинчен калани те пур.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Информушкӑн членӗсем малтанах район администрацийӗн пӗчӗк залне пухӑннисемпе тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Юлашки вӑхӑтра вара аслисем те пушӑ вӑхӑтра спорт залне туртӑнма пуҫларӗҫ.

В последнее время и взрослые в свободное время стали посещать спортзал.

Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех