Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ертӳҫисенчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
СССП ТК пропаганда пайӗн ертӳҫисенчен пӗри ҫемье пӗлӗшӗ шутланнӑ текен сас-хура ҫӳренӗ.

Ходили слухи, что в знакомых семьи числился один из руководителей отдела пропаганды ЦК КПСС.

Лычёва Екатерина Александровна // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%8B%D ... 0%BD%D0%B0

Республикӑпа хула ертӳҫисенчен Шупашкар сӑнарӗ пирки ҫирӗп ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Унтанпа республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫӑн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисенчен пурте тенӗ пекех анлӑрах сарӑлнӑ социаллӑ сетьсенче харпӑр хӑй аккаунтне уҫрӗҫ.

За прошедшее время почти все руководители органов исполнительной власти республики и органов местного самоуправления открыли личные аккаунты в наиболее распространенных социальных сетях.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Ашшӗне пӗр ҫул каярах юлса офицер ятне панӑ пулсан Раҫҫей хӑйӗн чи чаплӑ флот ертӳҫисенчен пӗрне ҫухатма пултарнӑ.

Если бы отца произвели в офицеры позже на год, Россия могла бы потерять одного из выдающихся флотоводцев.

Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

25 ҫулран кӗҫӗнрех класс ертӳҫисенчен Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти 2г классене вӗрентекен Д. Алимова ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ.

Победителем среди классных руководителей младше 25 лет стала учительница 2г класса Батыревской первой средней школы Д. Алимова.

Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2

Хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе кашнин яваплӑ пулмаллине палӑртнӑ май Михаил Игнатьев Вӗренӳ министерствин те, муниципалитетсен ертӳҫисен те, класс ертӳҫисенчен пуҫласа педагогсем таран яваплӑ пулмалли пирки чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсене видеодомофон вырнаҫтарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/18078.html

Мускавра тата Нева ҫинчи хулара иртнӗ концертсенче Раҫҫей Композиторӗсен союзӗн вӑл вӑхӑтри правленийӗн секретарӗ, «Музыка академийӗ» журналӑн тӗп редакторӗ Юрий Корев, СССР халӑх артисчӗ, тӗнчипе чапа тухнӑ композитор Андрей Эшпай, ҫӗр-шыври Композиторсен союзӗн правленийӗн ертӳҫисенчен пӗри Олег Галахов, ҫавӑн пекех паллӑ ытти музыка деятелӗ киленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Ҫавна май канашлу хыҫҫӑн журналистсемпе курнӑҫнӑ май Иван Моторин Волгоградри «Химпром» тӗлӗшпе облаҫ правительствинчен те, предприяти ертӳҫисенчен те нимӗнле сӗнӳ те пулманнине палӑртнӑ:

Куҫарса пулӑш

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Михаил Игнатьев тӗп хула ертӳҫисенчен пӗрин ывӑлӗ авари туни пирки сӑмах пуҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хуҫалӑх ертӳҫисенчен, ял тӑрӑхӗсенчен ҫирӗп ыйтни ҫак ӗҫе хӑвӑртлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех