Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ерипен сăмах пирĕн базăра пур.
ерипен (тĕпĕ: ерипен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун каҫипе чарӑна пӗлми вӗҫӗмсӗр шиплетекен чӗпӗсем ерипен шӑпланса пычӗҫ те, пӗр-пӗрин ҫумне пӑчӑртанса, пуҫӗсене минтер ҫине хунӑ пек мӑйӗсем хушшине пытарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унтан ерипен пускаласа хӗрсем ӗҫленӗ ҫӗре ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ырӑ кӑмӑллӑ кинемей тем вӑхӑтчен шӑкӑлтатса тӑчӗ, унтан ерипен килӗ еннелле тухса лӑкӑштатрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена малтан ашшӗн, унтан амӑшӗн сӑнӗсене ерипен шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Укол хыҫҫӑн Таиҫ аппа хупӑ куҫӗсене ерипен уҫрӗ, ӑнланаймасӑр йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена та амӑшне канма чӑрмантарас мар терӗ, сас-чӳ тумасӑр ерипен пускаласа урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫапла ерипен шуса, вӑл хӗрача урисем патне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Анчах ӑна ҫак пысӑк ушкӑн ытла та ерипен кайнӑ пек туйӑнчӗ.

Но толпа, как ему казалось, двигалась слишком медленно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хуҫалӑх ерипен ура ҫине тӑра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӑхти, ерипен тӑрса, ун аллине икӗ аллипе те тытса ҫемҫен чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑй пек ҫынсен вӑйӗ уйрӑм ҫыннӑн хул-ҫурӑм вӑйӗнче маррине — пӗрлешӳллӗ, пӗр ӗмӗтлӗ кӗрешӳре пулнине вӑл пит ерипен ӑнланса ҫитет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӑл, алӑка ерипен хупса, сулахай еннелле хӗсӗнсе тӑчӗ, ыттисемпе пӗрле ним шухӑшсӑр сӑхсӑха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ерипен хӑвала!

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Атя, Машук, кайӑпӑр ерипен… —

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗлке паҫӑрхи туратпа вулӑ хушшине ларса кӑштах сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан икӗ аллипе те туратран ҫатӑрласа тытрӗ те урисене ерипен вулӑ тӑрӑх аялалла шутарса пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе йывӑҫран ҫакӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке, ерипен кӑштӑртатса, малалла утса кайрӗ, алӑка асӑрханса уҫса пахчана тухрӗ, ӑна тул енчен питӗрсе илчӗ те аслӑк хыҫӗпе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл вырӑнӗ ҫинчен асӑрханса тӑчӗ, кӗсйинчи электрохунарне тытса пӑхрӗ, пӗр сасӑ тумасӑр ерипен картишне тухрӗ, подвал алӑкӗн ҫӑрине уҫса кӗчӗ, шалтан ҫаклатса, хунарӗпе ҫутатрӗ, алӑк хыҫӗнчи тимӗр кӗреҫене илчӗ те тӗрлӗрен пичкесемпе ещӗксем хушшипе хӗсӗнсе, малалла иртрӗ, тепӗр енчи кӗтесе ҫитсен, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑлӗ патне ерипен утса пычӗ, лӑпкӑн кӑна ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ерипен тӑчӗ те лӑпкӑн ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗксӗм сенкер чаршав ерипен сенкерленнӗҫем йӗри-тавралӑх ҫуталма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех