Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ерипен сăмах пирĕн базăра пур.
ерипен (тĕпĕ: ерипен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаша малтан пӗр еннелле, унтан тепӗр еннелле пуҫне пӑрса пӑхать, вара тин ерипен малалла утса каять.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайӑк патне хуллен, ерипен ҫывхарса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Таҫта, шап-шурӑ шупӑрлӑ черешньӑсемпе чиесен садӗнчен хӑйӗн куҫӗ тӗслӗ вӗтӗ-вӗтӗ шурӑ ункӑллӑ платье тӑхӑннӑ Ганна ума тухса тӑчӗ, вӑл ерипен ман паталла ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ерипен йӑлтах ӑнланӑн, Илтнине тыт асӑнта.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Унтан, ерипен, кустӑрма пек юр вӗҫсе кайрӗ, кайран вӑл, тинӗс хумӗ пек, пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланса, вӑйлӑланса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ерипен ӳпне май ҫаврӑнса выртрӗ, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ.

Осторожно перевернулся на другой, приподнял голову.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хура пусӑ ерипен шуса иртет.

Медленно тянется вокруг черная пашня.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр палӑртмасӑр, Хӗре ҫӑласшӑн ерипен.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак пӗлӗт ерипен шупкалчӗ, Тӗссӗрлентерчӗ уйӑха, Ҫут Алтӑр ҫӑлтӑр та ҫухалчӗ, Йӗпетрӗ сывлӑм улӑха.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗвел хӗп-хӗрлӗ; ерипен Вӑрман хыҫне анса пач путрӗ Ҫӗн уйӑх унӑн йӗррипе Вӑтаннӑ пек вӑраххӑн утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Таҫтан вӑй тухнӑ ват шӑм-шакӑн — Утать шырланӑн хӗррипе, Утать ҫемҫен, чее кушакӑн; Тӳлеккӗн, шӑппӑн, ерипен.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сисмен те, ерипен шуса, Вӑрман ҫине ҫӗн уйӑх тухрӗ: Шуранкӑ ҫутӑ меллӗн юхрӗ, Хӗре илет пек чуп туса: Ӑна вӑл саврӗ, ачашларӗ, Анчах та канӑҫлӑх памарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑшра халь ерипен, сисми Хӗмленнӗ туйӑмӗ вырнаҫнӑ, Унпа вӑл темиҫе ҫӗр каҫнӑ, Пӑлхатнӑ шухӑша тӳсми.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пысӑк ҫӗленсем чашкӑрнине илтсен таптас мар тесе ерипен кӑна иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чаршав ерипен хупӑннӑ хыҫҫӑн залра ларакансем пӗр вӑхӑт вырӑнтан хускалмасӑр ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫеҫпӗл ҫичӗ ютӑ хушшине ӗҫлеме кайни ҫинчен, ялӗ ҫинчен ерипен юрласа пырать.

Лишь Сеспель тихонько напевал что-то о родной деревне да о том, как они едут теперь на чужбину гнуть спину.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Укҫине хунямӑш кӑтартса панӑ пек касса уйӑрчӗ те кӑҫат кунчине вара ерипен Павлуш уринчен хывса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫӳрекелетпӗр ерипен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун чухне вара Эльгеев: «Ерипен, Савраска!» тесе, ҫӑварлӑх панӑ лашана пӗтӗм вӑйпа туртса хуллентерех чуптарать.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Фронтра, госпитальте, Хусанта, гарнизон штабӗнче, социал-демократсем пухнӑ маевкӑра Михала ҫавнашкал политикӑллӑ воспитани урокӗсем сахал мар илет, ерипен унӑн куҫӗсем уҫӑлса пыраҫҫӗ, национализм, суя патриотизм сӗрӗмӗ те сирӗлет.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех