Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ерипен сăмах пирĕн базăра пур.
ерипен (тĕпĕ: ерипен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лӑпкӑ юр ҫӑватчӗ тет Григорий пальто ҫухине ҫӗкленӗ те, кӑшт кӑна пӗкӗрӗлнӗ те, куҫӗсемпе тротуар ҫине тӗллесе, ерипен утатчӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗсен умӗнче ҫич-сакӑр утӑмра пӗр лутрарах ҫын, пӗчӗк ача ҫавӑтнӑскер, ерипен пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗри тунсӑхпа шухӑшлав теми, халӑх хурлӑхне (анчах вӑл хурлӑх чун-чӗре пархатарлӑхне ӳстернӗ) ытла та хумханмалла кӑтартаканскер, ерипен хыҫа юлать поэма вӑйлӑ та тапса тӑракан ритмсем ҫине куҫать Ҫак ритмсем итлекенсен чӗринче вӗҫӗ-хӗррисӗр пурӑнас килнин туйӑмне вӑратаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Виолончель сасси юлашки хут чуна туртса ыраттарса илет, вара ерипен ҫӗнӗ ҫемӗ сисӗнме пуҫлать, ҫав ҫемӗ кӑшт тӑхтасан йӑлтах скрипкӑсен ҫунса, хӗмленсе тӑракан вӗри сассипе калама ҫук хӗрӳллӗ янӑра пуҫлать, вӑл хурлӑх курнӑ пӗччен ҫын туйӑмӗ урлӑ итлекенсен туйӑмне куҫать…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Итле, Аня, эпӗ сана пӗр сӑвӑ вуласа паратӑп, — шӑппӑн каларӗ Володя, унтан ӑна икӗ аллинчен тытса, куҫӗсенчен пӑхса, ерипен ҫапла вула пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хальхинче хӗрача хӑй питне, малтанхи пек, ерипен айккинелле пӑрса пымарӗ, вӗсем пӗр-пӗрне тутаранах чуптурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аня ерипен пуҫне айккинелле пӑрса пычӗ, анчах урӑх май ҫук…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вара вӑл ҫавӑнтах сылтӑм аллипе питне хупларӗ те унтан ҫав аллипех ерипен куҫӗ патӗнчен пуҫласа янахӗ патне ҫитиччен сӑтӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Григорий плащ ҫухине ҫӗкленӗ те, кӑшт кӑна пӗкӗрӗлнӗ те, куҫӗсемпе йӗпе тротуар ҫине тӗллесе урампа ерипен кӑна утнӑ.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кӑшкӑрса ячӗ те… ерипен куҫне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӑвайккинелле ерипен хӑпаракан грузовик ҫине сиксе ларчӗ вара вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чун-чӗри унӑн ниепле те лӑпланаймарӗ пулас: пӑртакран хайхискер грузовикне ерипен чарсах тӑратрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Чӑвашсем ерипен уйсене пухса Юманлӑхра пуҫтараҫҫӗ йӗкел: Вӑл выльӑх-чӗрлӗхе самӑртакан эмел — Кӑҫал калама ҫук тухӑҫлӑ пулса.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Уяв кунсем ерипен Иртсе кайрӗҫ Сившура, Нумай ӗҫрӗҫ килсерен Эрехпеле пыл сӑра…

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑвак ҫутӑ ӳкрӗ шурӑмпуҫӗнчен, Ерипен сарӑлчӗ нӳрлӗ ҫӗр ҫинче.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ерипен сывала пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӑрахут ерипен, хура ҫӑра тӗтӗм палкаттарса, хӑшшӑн-хашшӑн дебаркадертан уйрӑла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасӑ ерипен хухса, пусӑрӑнса пыни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хаваслӑ вӑйӑ-кулӑ, ташӑ-юрӑ пуҫлансан, юбилярсем ҫамрӑксенчен уйрӑлса юханшыв хӗрнелле ерипен утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Вӑл пӗр хушӑ хӗрарӑм ҫине шарламасӑр пӑхса тӑчӗ, унтан ерипен утса пычӗ те Клавӑна аллинчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех