Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енче сăмах пирĕн базăра пур.
енче (тĕпĕ: енче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карта витӗр пӗр енче улмуҫҫисен шурӑ вуллисем курӑнаҫҫӗ, тепӗр енче — хӑмла ҫырли тӗмӗсем, чие йывӑҫҫисем, теплица.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӗмӗрхи ҫылӑхлӑ ҫӗр ҫинче инкек тени нумай-ха, ку енче те, леш енче те пур.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Апатланнӑ, каннӑ хыҫҫӑн вӑй хушӑнмалла пек, ҫан-ҫурӑм сурни те иртсе каймалла пек, анчах Герасим Федотович аллинчи састӑпа аран-аран выляткаларӗ, мӗншӗн тесен хӑйне вӑл икӗ вут хушшине ҫакланнӑ пек туйрӗ: пӗр енче — Тимахван мучи, тепӗр енче — Улькка.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗр енче ҫӑра хыр вӑрманӗ, тепӗр енче хырпа хутӑш хурӑн катисем те курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ту пирӗн енче, Вырӑскасси ҫырма леш енче.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Фашистсем леш енче «тимӗр шӑллӑ» ҫар инженерипе техники тӗлӗшӗнчен фортификаци сооруженийӗсене тӑн-тӑн ҫирӗплетнӗ ҫыранра, эпир, ал лаппи ҫинчи пек, ку енче, тӳремрех вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Пӗр енче анлӑ юханшыв, тепӗр енче ҫӑра лӑсӑллӑ ҫамрӑк вӑрман.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ҫулӑн пӗр енче шӑркана ларнӑ парка ыраш ӑшӑ ҫил вӗрнипе варкӑш парса ларать, тепӗр енче ҫулса типӗтнӗ люцерна шӑрши сӑмсана ыррӑн кӑтӑклантарса татах та малалла чупма хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӑкӑрӑн сылтӑм енче гварди значокӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, сулахай енче икӗ Мухтав орденӗпе виҫӗ медаль.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Унӑн пӗр енче Сахар, тепӗр енче — Тарье.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗринче, ҫырман сылтӑм енче, чӑвашсем, сулахай енче тутарсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку енче вӑрманӗ пӗчӗкрех те, пӗчӗк вут тухрӗ, сирӗн, леш енче, вӑрман вӗҫсӗр-хӗрсӗр те, пысӑк вут тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ку енче те ҫунчӗ, леш енче те.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял виҫӗ енче вӑрман — тем пысӑкӑш хырсемпе юмансем, пӗр енче — Кӑкшан шывӗ, улӑх.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр ӗмпӳ те пур-ха ҫармӑссен — Акпарс, анчах вӑл Атӑл ку енче, Ту-ҫи енче, йӑлӑмра ун ял таврашӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Леш енче хуҫа эсӗ, ку енче хуҫа мар.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паҫӑрах асӑрхарӗ Сафа-Гирей: уйӑх хӗвел тухӑҫ енче, нухайсен енче.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан вӑл ялтан инҫе марччӗ, хурӑнлӑ ҫулӑн ку енче курӑнатчӗ, эпӗ ун патнелле пынӑҫемӗн вӑл ҫулӑн леш енче, Шӗшлӗ арманӗ тӗлӗнче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халиччен курни-илтнисем, тӳссе ирттернисем, пурӑнни — пӗр енче, Ухтиван, пӗр-пӗччен, — тепӗр енче.

Все, кто были и что было, осталось по одну сторону, а Ухтиван, один-одинешенек, — по другую.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кунта пӗр енче — кӑҫал акмалли участок, тепӗр енче ыраш калчи.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех