Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерсе (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дежурный исполнитель урам хушшипе тӑман кӑна вӗҫтерсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Унччен те пулман — Варламов патне Арлашкин вӗҫтерсе пынӑ, ӑна мотоциклӗ ҫине лартса хӑйсен килне телевизор юсаттарма илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов хӑй ӑҫта кайма тухнине те, ӑҫта чарӑнса тӑнине те манса кайрӗ темелле — ӑна ҫӗнӗ шухӑш ҫатӑрах ҫавӑрса тытрӗ, тӳпенелле вӗҫтерсе хӑпартас пекех хавхалантарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Хӑҫан та пулин ман пата та вӗҫтерсе ҫитет акӑ ҫав синкерлӗ машина. Тен, вӑл мана кирлех те пулмасть?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑйлӑ ҫил таҫталла вӗҫтерсе каясран шикленнӗ пек, Тарановпа Инесса тӑвалла урам тӑрӑх алла-аллӑн ҫавтӑнса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кӑмӑла каймасть мана ҫав тутӑр вӗҫтерсе юрласа ҫӳрени…

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Тата икӗ кунтан каяҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем, халь тутӑр вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ-ха, — терӗ йӗкӗт повестка илнисем ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Сана кӗтсе ывӑнтӑм та паян ир-ирех Автанкассине вӗҫтерсе ҫитрӗм, анчах эс унтан ӗнерех тухса тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ытти кайӑксем вара хӑйсен юлташӗ сывалса ҫитсен ҫул ан ҫухаттӑр тесе тӳпене йӑлтӑркка мамӑксем вӗҫтерсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл юр ҫине вӑркӑнтарнӑ пуш пачкӑна чӑрсӑррӑн вӗрекен ҫил самантрах ҫул варринелле вӗҫтерсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ялтан Альбина килнӗ тесе шӑнкӑравлам кӑна — вӑл самантрах кунта вӗҫтерсе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Тӳррипе калас тӑк, сирӗн хыҫҫӑн эп хам та хулана вӗҫтерсе пыратӑп, сана шыраса тупатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Хайхискер тахҫанхине аса илчӗ те, чӗри унӑн тапхӑр-тапхӑр кӑвар пек тӗлкӗше-тӗлкӗше хӗсӗнчӗ: туя ҫине уртӑнса хуллен кӑштӑртатса утакан карчӑксемпе мучисем тӗлӗнчен вӑл кашнинчех тусан кӑна вӗҫтерсе иртнӗ, кама та пулин вутӑ е кирпӗч тиесе килсе парса хулӑмрах укҫа сӑптӑрма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑн пеккишӗн хӑйне тӳрре кӑларма ҫӗршер сӑлтав шыра-шыра тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ҫак ҫырӑва Моляков татӑкӑн-татӑкӑн вакласа ҫилпе вӗҫтерсе ячӗ те Ирӑна яланлӑхах манма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

«…Ман мӗн пур киввине, кивӗ этемсене, кивӗ тӗнчен пӗчченлӗхӗпе пӑнтӑхнӑ чӗреллӗ ҫынсене ҫапса салатса, ҫапса ҫунтарса кӗлне ҫилпе вӗҫтерсе ярас килет…», тет.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Укаслу тӳрех асӑрхарӗ, вӗсем ҫине, хӗҫӗсене ҫӗклесе, драгунсем вӗҫтерсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи хӑрушӑ вӑхӑтра, тӑшманпа тытӑҫса ӳкес чухне, Тимофей-хусах маларах вӗҫтерсе тухрӗ те Сыхча турӑ пек хӑй учӗпе Укаслӑва хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл утне чармасӑрах, кӑшт тӳрленсе ларчӗ те, уххнне карӑнтарса туртса, хӑйӗн Аванкай мучи туса панӑ кӑвак ҫӗмренне вӗҫтерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Утӑрья-я-я! — кӑшкӑрчӗҫ пурте, ун хыҫҫӑн вӗҫтерсе.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫӗр ҫӑтнӑ пекех ҫухалчӗ! — терӗ Аҫтӑрхан та, вӗҫтерсе ҫитсе.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех