Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерсе (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗмӗш кунне Хусантан Кабаргас вӗҫтерсе ҫитрӗ те — ҫаврӑнма пуҫларӗ чунвӗлерӳ арманӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫунатлӑ шухӑшсем ӑна таҫта, паллӑ мар инҫете вӗҫтерсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ак ҫак тӗк пек телейлӗ пул, хӗрӗм! — терӗ те тӗке ҫилпе вӗҫтерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Сиртен мана нимӗн те кирлӗ мар, — Ваҫиле аллине сулса ячӗ те арҫыннӑн аллинчи сенкер тутӑр юр ҫине ӳкрӗ, ҫил ӑна тарӑн вар тӑрӑх вӗҫтерсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ ӗнтӗ мӗн вӑй ҫитнӗ таран чупса кӗпер еннелле пилӗк-ултӑ лаша вӗҫтерсе килни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ӑраман мӑкшӑсем пурӑнакан яла вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Кӑмӑлӗ хавас, вӑл ҫунат хушнӑ тейӗн — вӗҫтерсе кӑна пырать палламан сукмакпа.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Вӑрҫӑра пӗр арҫын та сывӑ юлманнине кура ҫамрӑк та вӑйпитти хӗрсем уявра тӑхӑнмалли тухйисемпех лаша утланса ҫапӑҫу хирне вӗҫтерсе тухнӑ, арҫынсем пекех хастаррӑн тытӑҫса ӳксе тӑшман сехрине хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Ҫӗмрен пек вӗҫтерсе чупса ҫитрӗ вӑл кӳлӗ хӗрне.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тем сӑмахӗ каласа пӑхса илчӗ те чике сухалне ҫил ҫинче вӗҫтерсе икӗ ҫырма пуҫӗ еннелле таплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ халӗ те вӑл ӑна чӑнчӑн пророк пек вӗҫтерсе килет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл хӑвӑртрах та хӑвӑртрах чупса чулсӑртсем, вӑрманлӑ ту айккисем ҫумӗпе вӗҫтерсе каять.

Все быстрее и быстрее летит мимо скал, лесистых склонов.

Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Поезд шавлӑ Батуми хулинчен тухса Чаква патнелле вӗҫтерсе пырать.

Быстро мчался поезд из шумного Батуми в Чакву.

Чей плантацийӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав ҫулпа автомобиль вӗҫтерсе пырать.

По дороге мчится автомобиль.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пирӗн автомобиль татти-сыпписӗр симӗс уйсемпе садсем хушшипе вӗҫтерсе пырать.

Автомобиль помчался среди сплошной зелени полей и садов.

Тухӑҫлӑ ҫӗр айлӑмӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӑшт хӑрамалли пулсанах, вӗсем ҫавраҫил пекех вӗҫтерсе кайса куҫран ҫухалаҫҫӗ.

При малейшей опасности они скрываются с быстротой вихря.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл хӗрсе кайнӑ хӑйӑра хура пӗлӗт пек вӗҫтерсе хӑпартать те хӑваласа ҫӳрет.

Он гнал целые тучи раскаленного песка.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Элистӑна пырса пӗтӗҫекен ҫулсем тӑрӑх автомобильсем вӗҫтерсе пыраҫҫӗ.

По дорогам, сходящимся к Элисте, мчатся автомобили.

Калмыксен ҫеҫенхирӗсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Йыттисем вара тилхепе-мӗнсӗрех, кӑшкӑркаланине итлесех, кирлӗ ҫӗрелле вӗҫтерсе пыраҫҫӗ.

Они мчатся без вожжей, управляемые только окриками.

Луораветлансем (чукчасем) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑлансем пире тундра тӑрӑх вӗҫтерсе пыраҫҫӗ.

Олени быстро несли нас по тундре.

Хӗлле тундра тӑрӑх кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех