Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерсе (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таҫтан вӗҫтерсе килнӗ шап-шур мамӑк пек юрпа витӗннӗ ял урамӗсене вӑратса, унта та кунта автансем авӑтма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юланутҫине йӗнер ҫинчен ывӑтнӑ хыҫҫӑн ҫилхине вӗҫтерсе ҫӳрекен кӗсре пек кӗҫенсе ҫӳрекенскере такамӑн вӑйлӑ алли чӗлпӗртен ҫавӑрса тытрӗ, ҫӑварлӑхларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвел ансан, йӗтем ҫине колхоз председателӗ хӑй вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ик енӗпе тирек лартса тухнӑ аллея тӑрӑх шап-шур мамӑк вӗҫтерсе, лӑпкӑ ҫил вӗркеленӗ, велосипед утланнӑ ачасем шӑнкӑртаттаркаласа иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сана укҫа панӑ, хӑвӑрт ҫеҫ килне вӗҫтерсе кил.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Крючниксем ӗҫе тухса кайсанах, вӑл юратнӑ ҫынни патне вӗҫтерсе килчӗ те ӑна ыталаса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳлӗме ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнса тирпейленнӗ те ҫамрӑкланнӑ, савӑнӑҫпа ҫуталса тӑракан пит-куҫлӑ Матӗрне вӗҫтерсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫил вӗҫтерсе муталанӑ ҫӳҫӗсем йӗркесӗр сапаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, ҫилҫунат урхамахӗ ҫине утланса, ял тӑрӑх вӗҫтерсе ҫӳренине Анук та пӗлет.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усӗр Михха, урхамахӗ ҫине утланса, ял тӑрӑх ҫавраҫил пек вӗҫтерсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, яланхи пекех эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн, урхамахӗ ҫине утланса, урам тӑрӑх ҫавраҫил пек вӗҫтерсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫунашка ҫине йӑпӑр-япӑр вырнаҫаттӑмӑр та, йытӑсем вара пире Вӑта кас тӑрӑх ҫил пек вӗҫтерсе катаччи ярӑнтаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Авӑ ху кунта килнӗ такси халӗ те кӗтсе тӑрать, ҫиҫӗм пек вӗҫтерсе кай.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ӑна вӑл пӗр хут кӑна мар ман сӑмса умӗнче вӗҫтерсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Миша, хӗре хулран тытса пынӑ май, вӑл ҫав тери ҫӑмӑл пулнине туйрӗ, вунулттӑмӗш хутра каштасем тӑрӑх утса ҫӳренӗ чухне ӑна ҫил вӗҫтерсе кайманнинчен тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ҫитет, пуш сӑмах вӗҫтерсе ан тӑр, — терӗ пуху ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Алла диплом илес умӗн Ирина ҫирӗм виҫӗ ҫул тултарнине паллӑ турӗ пулсан та хӑйне шкул ачи пек тытма пӑрахман, кӗпе аркине вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗҫтерсе ялан чупса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ахалех ҫил вӗҫтерсе тӑман кӑларатӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Раман унран тӑвӑл пек вӗҫтерсе иртесшӗнччӗ, анчах май килмерӗ, аллинче пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ кӗнеке пуррине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Лашине хӳтерсе, Стасик пушар тӗлӗнчен ҫил пек вӗҫтерсе иртрӗ, унтан тилхепине лӑнчах ячӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех