Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренмелли (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак задачӑна парти икӗ тапхӑрта татса парать: малтанхи вунӑ ҫул хушшинче шкул ҫулне ҫитнӗ мӗн пур ачасене вун пӗр ҫул вӗренмелли вӑтам шкултан вӗрентсе кӑларса пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем параҫҫӗ, халӑх хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен, тивӗҫлӗ пӗлӳ илеймен ҫамрӑксене вара 8 клас чухлӗ верентессине обязательнӑй йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ; тепӗр вунӑ ҫуллӑхра вара пурне валли те вӑтам шкул пӗтерме майсем туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

1939 ҫулта кашни пин ҫын пуҫне аслӑ шкултан вӗренсе тухнисем ултӑ ҫын, вӑтам тата ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулсем пӗтернисем 77 ҫын пулнӑ пулсан, 1959 ҫул тӗлне кашни пин ҫын пуҫне 18 ҫын аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ тата 263 ҫын вӑтам шкулпа ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулсенче пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

45,3 миллион ҫын вӑтам тата ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулсенче пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пӗрер ҫултан ҫакна пушар сӳнтерес ӗҫе вӗренмелли курса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

«Биш бүләк» этномастерскойӗнче пушкӑрт наци инструменчӗпе — кубызпа выляма вӗренмелли мастер-класс иртнӗ, вӑл талантлӑ вылякан, ывӑнма пӗлмесӗр пултараканскер, тӗнче виртуоз-кубызист Миндигафур Миндиахметович Зайнетдинов ирттернипе пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт наци инструменчӗпе — кубызпа — выляма вӗренмелли мастер-класс иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3270489

Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Ҫӗнӗ Мамири сакӑр ҫул вӗренмелли тата Пайкилтри вӑтам шкулсенче ачасене пӗлӳ панӑ, обществӑлла ӗҫсенчен те пысӑк хастарлӑх кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

Вӗсенчен вӗренмелли те, нумай илмелли те пур.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх конференцийӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60629

Унӑн ертӳҫи республикӑран вӗренмелли чылай пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсене — уйрӑм лапам // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61041

Ҫак заводра пире пысӑк технологипе тӗрлӗ ракетӑсем тата ытти япаласем тунине курма май пулчӗ, ҫавӑн пекех мӗнле професиллӗ специальностсем вӗренмелли ҫинчен каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачисем - Мускавра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61001

Сакӑр ҫул вӗренмелли шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн педучилищӗне вӗренме кӗнӗшӗн ӳпкелешет.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ваттисенчен вӗренмелли нумай-ха пирӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Литературӑ вӗренмелли учебниксенче содержанипе формӑ ыйтӑвне ӑнлантарса панӑ чухне тӗслӗх вырӑнне Л. Толстойӑн «Война и мир» романне илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вӗсем пекех, куллен Нӗркеҫри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула чупнӑ, ҫу кунӗсенче пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра ӗҫленӗ, пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах выляса савӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Уроксене вӗренмелли виҫҫӗмӗш тӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.

Вылямалли, вӗренмелли пӳлӗмсем пурин те пӗрле.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ахальтен мар пуль ҫав пурнӑҫра виличченех вӗренмелли чӗлхе вӑл тӑван чӗлхе теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хӑй класӗнчи хӗрачасен пӑшӑлтатӑвӗнчен Ула Тимӗр пӗлчӗ: «Б» класри Кораблева Полинана, ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пур предметпа та «5» паллӑпа ҫеҫ пӗтернӗскере, вӑтам шкула экзаменсем тыттармасӑрах йышӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑван ялта ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пӗтерсе свидетельство илсен, Ула Тимӗр, ял халӑхӗ ыйтнине тивӗҫтерсе, ҫулла Элекҫи ятлӑ юлташӗпе пӗрле сурӑх кӗтӗвӗ кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Полина иккӗмӗш класс пӗтерсен, ҫулла, Полинасен ҫемйи Ч. ялне куҫса кайрӗ: хӗрача ашшӗне унти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула директор пулса ӗҫлеме куҫарнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Корнеевран пирӗн чӑнах та вӗренмелли нумай, апла вӑл мӗншӗн хӑйӗн опычӗпе пире паллаштармасть?

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех