Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренмелли (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лола Сабировна ТЕШАБАЕВА, Ямпайӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ: «Ямпайсем ҫӗнӗ культура ҫурчӗшӗн ҫав тери савӑнаҫҫӗ. Паянхи кун кунта ачасем валли 3 тӗрлӗ кружок ӗҫлет: ташӑ, декоративлӑ прикладной ӳнер, илемлӗ ӳкерме вӗренмелли кружоксем. Аслӑ ӳсӗмрисем те тӑтӑшах пуҫтарӑнаҫҫӗ, караокепе юрлама юратаҫҫӗ. Аслисем валли шашкӑ-шахмат кружокӗ ӗҫлет. Тӗрлӗ мероприятисем ирттеретпӗр, пуҫтарӑнсах тӑратпӑр».

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Темӗнле йывӑр пулсан та хастар хӗр ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтерме май ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Пурпӗр вӗренмелли, пӗлмелли, тӗшмӗртмелли, тавҫӑрмалли, ӑнкартмалли нумай тӑрса юлать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

1930 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Нюксеницӑра 2-мӗш ступеньри 7 ҫул вӗренмелли шкула уҫнӑ.

В сентябре 1930 года в Нюксенице открыта 7-летняя школа 2-й ступени.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче Британи ҫар ҫыннисем ахаль те арканса пӗтнӗ, ҫын пурӑнман утрава бомбӑлама вӗренмелли полигон евӗр усӑ курнӑ.

В последующие годы британские военные использовали и без того уже изуродованный и безлюдный остров в качестве полигона для учебных бомбометаний.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

1921–1927 ҫулсенче ачасене вӗрентнӗ, малтан Томск кӗпӗрнинчи (халӗ Томск облаҫӗ) Кузнецк уесӗн Еловка тӑватӑ ҫул вӗренмелли шкулта учитель пулнӑ, кайран Шӑхасан шкулӗнче — преподаватель, Ҫӗрпӳри ача-пӑча хулашӗнче — заведующи, Трак районӗнчи (халӗ Красноармейски муниципаллӑ округӗ) Именкассинчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта — заведующи.

Куҫарса пулӑш

Андреев Михаил Андреевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BD%D ... 0%B8%D1%87

Университета вӗренме кӗме пулӑшакан тӑватӑ ҫул вӗренмелли курссем (рабфак) йӗркеленӗ.

Были организованы четырёхгодичные подготовительные к поступлению в университет курсы (рабфак).

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Малта пыракан опыта вӗренмелли радиолекторире кукуруза, сахӑр кӑшманӗ, хура тулӑ, вир акса тӑвасси ҫинчен каласа панӑ, пӑрҫана тӑваткал тӗмӗн акса, сӗт-ҫу тата аш-какай туса илессине ӳстерес ыйтусемпе передачӑсем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ырӑ пуҫарӑва ял хастарӗсем Леонид Николаевичпа Римма Павловна (Михайловсем мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Мӑкӑрти 8 ҫул вӗренмелли шкулта ачасене вӗрентнӗ) тата ялти клуб заведующийӗ Вероника Иванова йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве пӗрле ҫывхартатпӑр // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bd%d ... bfa%d1%80/

Вӗренмелли корпусӑн тепӗр енчи вахтине ҫитсе 2-06 аудитори ӑҫтине кӑтартма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Те хӗрӗ килтен тухса кайнӑ чухне кунтах вӗренмелли тата ӗҫ тупмалли пирки каланине итлеменшӗн: «Ӑнлантӑн-и, каскӑн, аҫу-аннӳ килӗнчех лайӑх пулнине? Каснӑ ҫӑкӑр чӗлли урӑх ҫыпӑҫмасть», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ман, сӑмахран, мӗн вӗренмелли пур унран? — пӑчка аллине тытрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Алла диплом илсен пултаруллӑ ҫамрӑк специалиста тӑван тӑрӑха, Дубовкӑри 8 ҫул вӗренмелли шкула чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Анчах сирӗн вӗренмелли пур-ха.

Но вам ещё есть чему поучиться.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав ирхине Мускав аэроклубӗн курсанчӗ Павел Шевлягин, теори енӗпе вӗренсе пӗтерсе, ЯК-18 текен вӗренмелли тата тренировкӑсем тумалли самолетпа пӗрремӗш хут сывлӑша вӗҫсе хӑпармалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйӗн педагогика ӗҫне Ирина Иосифовна Хомутовкӑри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

1963 ҫулта Ҫирӗклӗри сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан, Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулта малалла вӗрентӗм.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Ҫав самантра вӗҫсе хӑпармалли ҫул тӑрӑх, хӑвӑртлӑхне пысӑклатса, вӗренмелли самолет кусса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси Мӑрат ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, Иван Николаевич Кӗҫӗн Кипекри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсе тухнӑ та Шупашкарти педагогика техникумне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Кистенлӗри сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1969 ҫултан пуҫласа 1971 ҫулччен ҫарта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй тӗслӗхӗпе вӗрентет // Елена ФЕДОТОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... et-3402259

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех