Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ун умӗнче вӑтанмасӑрах хӑйӗн ачипе аппаланнӑ.Не стесняясь его присутствием, она возилась с своим ребенком.
XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
«Савва Нестерович пӗр вӑтанмасӑрах тупӑш паракан май тесе мана ҫутӑ карп ӗрчетме сӗнчӗ, манӑн капитал пухмалла-мӗн ҫавӑнпа…
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр вӑтанмасӑрах ҫавӑн пек каларӗ…
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Назанский сасартӑк аллисемпе куҫӗсене хупларӗ те йӗрсе ячӗ, анчах вӑл хӑйне хай ҫавӑнтах хытарса лартрӗ, вара, куҫҫулӗ пурринчен вӑтанмасӑрах, Ромашов ҫине ялтӑртатакан нӳрӗ куҫӗсемпе пӑхса, каллех калаҫма пуҫларӗ:
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗр вӑтанмасӑрах та мар ӑнланать вӑл халӗ: ҫав тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ япала нумай чухне французсен начар романӗсене вуланине пула пулса кайнӑ, вӗсенче вара, хуть те кирек хӑшӗнче тенӗ пекех, Густавпа Арман, вырӑс посольствине бала пырсан, вестибюль тӑрӑх еплерех утса иртнине ҫыра-ҫыра кӑтартатчӗҫ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ хам та ун пек ӳсме пултараймӑн, — эпе ун пек саманара ӳсмен; ҫавӑнпа та хам ҫавӑн пек пулман пирки, эпӗ нимӗн вӑтанмасӑрах хам ӑна хисеплени ҫинчен пӗлтерме пултаратӑп: анчах та, ҫак ҫынсем пирки: мухтава тивӗҫ ҫынсем, тесе каланӑ самантра эпӗ хама пӗрре те мухтамастӑп.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Кашкӑрсем» ялӗнче пӗр вӑтанмасӑрах ҫиеҫҫӗ.
VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ун чухне, Ҫурҫӗрти сивӗ ҫӗрелле тухса каякан кулаксене ӑсатса янӑ кун, вӑл уҫҫӑнах, пӗр вӑтанмасӑрах, яра кун тӑршшипех Тимофее кӗтсе, Борщевсен килӗ таврашӗнче уткаласа ҫӳрерӗ.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫапла вара Андрей, унччен ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫӳренӗскер, вилнӗ упӑшка вырӑнне йышӑннӑ арҫын тивӗҫӗпе усӑ курса, вахмистрӑн пуставран ҫӗлетнӗ шӑлаварӗпе кӗпине тӑхӑнса ячӗ, кӗпи ҫаннисем хӑйне палӑрмаллах кӗске пулин те, ҫанӑсен эрешле вӗҫӗсем тӑвӑртарах пулин те, ҫав тумпа вӑл пӗр вӑтанмасӑрах Гремячий тӑрӑх шукӑлленсе ҫӳреме пуҫларӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл пӑртак ҫӗкленчӗ те, кукамӑш пурринчен вӑтанмасӑрах, аллисемпе ман пуҫа тытрӗ, вара ҫамкапа питҫӑмартинчен ҫине-ҫинех темиҫе хут чуптуса илчӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
- 1
- 2