Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫин (тĕпĕ: вӑрҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ, урасӑр перевозчик, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин инваличӗ, арҫын ачасем ҫав тери юратнӑ ҫын, хӑй вӑхӑтӗнче Алексее перекатра ыраш пӗтри пулӑсем тытма вӗрентнӗскер, хӑйӗн йывӑҫ урисемпе кӗмсӗртеттерсе, пиншер алӑ тыткаланипе ҫутӑлакан пулса кайнӑ лодкӑна ҫырантан тӗртсе ячӗ те кӗскен-кӗскен ишме тытӑнчӗ.

Старый безногий перевозчик, инвалид первой мировой войны, любимец мальчишек, учивший в свое время Алексея ловить пескарей на перекате, гремя своими деревяшками, оттолкнул тяжелую лодку и короткими рывками стал грести.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫакӑн хыҫҫӑн Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхне хӳтӗлеме фронта кайичченех учительте вӑй хунӑ, - калаҫӑва пуҫларӗ иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин ветеранӗ.

После этого вплоть до ухода на фронт защищать свободу Родной страны работал учителем, - начал разговор ветеран второй мировой войны.

Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist

Ф. Васильева ҫапӑҫури хастарлӑхшӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин иккӗмӗш степеньлӗ орденӗпе, медальсемпе, ӗҫри пултарулӑхшӑн Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Урам вӗҫӗнче вара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗртен-пӗр ветеранӗ тата виҫӗ ӗҫ ветеранӗ пурӑнать.

А в конце улицы живут один-единственный ветеран Великой Отечественной войны и три ветерана труда.

Ял вӗҫӗнче пурӑнакансене ҫул кирлӗ мар-им? // Аслӑ Ӑнӑ ҫыннисем. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... kirl-mar-i

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑр участникӗ.

Отважный участник Великой Отечественной войны.

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

Хальхи вӑхӑтра районта миҫе Афган вӑрҫин ветеранӗ пурӑнать?

— В настоящее время в районе сколько ветеранов Афганской войны живут?

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

– Пӗр шутласан, Афган ахрӑмӗ санран юлмасть, эсӗ районти Афган вӑрҫин ветеранӗсен канашӗн председателӗн ҫумӗ, Мускаври РОО СВБД пӗрлешӗвӗн пайташӗ.

Куҫарса пулӑш

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

– Эпӗ Афган вӑрҫин икӗ тапхӑрне те лекнӗ.

— Я попал в два периода войны Афганистана.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Вӑл Тӑван ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Ҫухатусен йывӑр ыратӑвне тӳссе, хӑйсен пурнӑҫне хӗрхенмесӗр Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсем мирлӗ, тӑнӑҫ пурнӑҫӑн ирӗкне упраса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Вӑрҫӑ ветеранне ҫапӑҫу хирӗнче тӑшманпа ҫапӑҫса хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн I степень Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗпе, III степень Мухтав орденӗпе, «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫри паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Федор Петровичӑн медалӗсем хушшинче Хӗрлӗ Ҫӑлтӑрпа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗ – чи чаплисем.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Унтан Афган вӑрҫин музейне куҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Кун йӗркинче – Афган вӑрҫин, таврапӗлӳ музейӗсемпе тата Мазуркинсен вернисажӗпе паллашасси.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн», «Берлина илнӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Патшалӑх пӗлтерӗшлӗ мероприяти Раҫҫей ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн витӗмлӗ мерӑсем йышӑнма кирлине чунпа туять вӑл, ҫулӗсене кура мар вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ аслӑ ӑру ҫынни, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗпе Мускавран Кëнигсберга ҫити утса тухнӑскер, Курск пӗккинчи хаяр тытӑҫӑва хутшӑннӑскер тата аманнӑ ҫӗр-ҫӗр салтака ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

200 пине яхӑн партизанпа подпольщика орденсемпе медальсемпе, ҫав шутран 120-шне I, II степень «Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин партизанне» медальпе чысланӑ, 233 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Ҫемье пуҫлӑхӗ Андрей Васильевич - граждан вӑрҫин тата Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Экономикӑри кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑр Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесемпе ҫамрӑк ҫемьесене тата халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗхсӗр ытти ушкӑнӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ парас енӗпе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр программисене пурнӑҫлас ӗҫ малалла пырать.

Несмотря на сложную экономическую ситуацию, продолжена реализация жилищных программ по оказанию государственной поддержки ветеранам Великой Отечественной войны, детям-сиротам, многодетным и молодым семьям и другим социально незащищенным группам населения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Аттелӗхӗн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсене Чӑваш Енрен анчах 208229 ҫын тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫӗнтерӳ кунӗ - чи пысӑк уяв» // Алена Аршинова. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех