Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫитменнине пур ҫӗрте те вӑрласси анлӑ сарӑлса пырать.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Амӑшӗ: «Эй, панулми вӑрласси вӑл ӗлӗкренпех пыракан йӑла. Ача чухне хамӑр та ӳркенсе тӑман. Уншӑн ытлашши шавласа ҫӳреме кирлӗ мар. Ара, ӑҫта каймасть, ятласа пӑхам-ха Тимкӑна. Йӗркеллӗрех пулни аван», — терӗ Кирлене.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫынсене тытса хӗнесси те, вӑрласси те пулнӑ.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑрласси ҫеҫ юлать.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Каярахпа ӑна та урӑх шухӑш ҫавӑрса илчӗ: «Чӑнах, хӑш обществӑран пуҫланнӑ-ши вӑл вӑрласси?
Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.
Апла пулсан, вӑрласси — рабовладельчески обществӑн юлашкийӗ пулать.
Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.
Хӗр вӑрласси те асатте-асаннесен йӑлиех.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ытти вӗҫен кайӑксем ҫулла ҫынсене юрласа савӑнтараҫҫӗ, пахча ҫимӗҫӗсене хурт-кӑпшанкӑсенчен тасатаҫҫӗ, салакайӑкӑн пӗр ӗҫ: мӗн те пулин ҫаклатасси, вӑрласси…
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Турккӑ принцессине вӑрласси вара?
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Кӑштах канӑҫсӑрланать, анчах хытах мар, мӗншӗн тесен вун-вун пинле вылякан этем унӑн пур-ҫук укҫине вӑрласси питех те кулӑшла; Давенант залри мӗн пур ушкӑна пӑха-пӑха тухрӗ, пӗтӗм сӑна тӗпчерӗ, анчах унта Гордона тупаймарӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл, ывӑлӗн пуҫне хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне хӗстерсе тытса, ачашласа илнӗ, унтан каллех: — Мӗне кирлӗ вӑл ҫын улмине вӑрласси? — тесе ыйтнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Патронсем вӑл час-часах ҫаклатса килкелет, анчах автомат вӑрласси кӑшт йывӑртарах иккен.Патроны часто выкрадывал, но автомат выкрасть потруднее задача.
Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Нумай пулмасть эп унпа шрифт вӑрласси ҫинчен калаҫса пӑхрӑм.Недавно я говорил с ним насчет того, как бы стянуть у немцев шрифт.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Килӗшӳ ҫапла: уйӑхне сакӑр тенкӗ, ӗҫленӗ кунсенче апат, тавлӑк ӗҫлет, тавлӑк килте, анчах вӑрласси ан пултӑр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
«Вӑрласси… таса ӗҫ!»
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тырҫи вӑхӑтӗнче пилӗк тонна тырӑ вӑрласси Платоншӑн малтанласа темех мар пек туйӑнчӗ.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Ултавҫӑсем прокатран автомобиль вӑрласси ҫӑп-ҫӑмӑл теҫҫӗ пуль.Наверно, лжецы думают , что украсть автомобиль с проката легко.
Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
20. Тата малалла каланӑ: ҫын ӑшӗнчен тухаканни ҫынна ирсӗрлетет: 21. усал шухӑшсем, ясарлӑх, аскӑнлӑх, вӗлересси, 22. вӑрласси, ӗмӗтсӗрленесси, хаяр сунасси, улталасси, намӑс тӑвасси, хапсӑнасси, Турра хурласси, мӑн кӑмӑллӑ пуласси, ӑссӑрланасси ҫын ӑшӗнчен, ҫын чӗринчен тухать; 23. ҫак пӗтӗм усаллӑх ӑшран тухса ҫынна ирсӗрлетет, тенӗ.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. халиччен ӑнланаймастӑр-и? ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрет те каялла тухать; 18. ҫӑвартан тухаканни — чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет, 19. мӗншӗн тесессӗн усал шухӑшласси, ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, суя кӳнтелесси, хурласси чӗререн тухать.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫав тери суя тупа тӑвасси те улталасси, вӗлересси те вӑрласси, аскӑн ӗҫ тӑвасси сарӑлчӗ, юн хыҫҫӑн юн тӑкӑнать.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1