Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выҫӑпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выҫӑпа аптранӑ ҫынна тавӑрасси темех мар, пушӑ алӑпа ҫеҫ кӑларса ямалла.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ларасчӗ ҫак йывӑр ӗҫпе тата выҫӑпа халтан кайнӑ сӳпӗлтетӳҫӗсен пӗрле пухӑнса, шутласа илесчӗ — Ваҫилен саккунлӑ упӑшки — Ванюш тимӗрҫӗ салтака хӑҫан тухса кайнине.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ватӑ Дорофей мучине, унӑн выҫӑпа вилекен салтаксем ҫинчен ҫырнӑ листовкине аса илчӗ те, чӗтрене ерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта ҫамрӑк салтаксем выҫӑпа вилнӗ вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атту мана унта лагерьте салтаксем выҫӑпа вилеҫҫӗ тесе пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Упӑшки Суслонгерти ылханлӑ лагерь, салтаксем выҫӑпа, чир-чӗрпе вилни пирки каласа парасшӑн пулнӑ та туртса хунӑ тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтаксем вара, мӗскӗнсем, выҫӑпа вилеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтаксене выҫӑпа тарӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Миҫемӗш кун выҫӑпа асапланнине те манса кайнӑ ӗнтӗ пӗве ҫитнӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Выльӑхсем выҫӑпа аптӑрани, ӳке-ӳке вилни байсен пуянлӑхне татах ӳстерсе пынӑ: чухӑнсем ҫука юлнипе вӗсен тарҫисем пула-пула тӑнӑ.

Каждая бескормица, каждый падеж скота приносили им новое богатство — все больше бедняков становилось их батраками.

Типӗ ҫеҫенхирти халӑх Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах вӗсен хуҫалӑхӗ чухӑн пулнӑ, час-часах вӗсем выҫӑпа аптӑранӑ.

Но хозяйство их было убого, и они часто голодали.

Тайгара пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тундрӑри ҫынсем час-часах выҫӑпа аптраса пурӑннӑ.

Жители тундры часто голодали.

Тундрӑри ялхуҫалӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Вӑл выҫӑпа та, шывсӑр та аптраса курман нихҫан та.

Он никогда не испытывал ни голода, ни жажды.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫав вӑхӑтрах пӑхатӑп та: манпа юнашар тӑракан кайӑк чунлӑ пӗчӗкскерте ни ҫултан аташнин, ни вилес пек ывӑннин, ни выҫӑпа е шывсӑр аптранин, ни ҫав тери хӑранин паллисем пачах та ҫук.

А между тем ничуть не похоже было, чтобы этот малыш заблудился, или до смерти устал и напуган, или умирает от голода и жажды.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Нумай ҫынсем выҫӑпа, сивӗпе аптӑраса тата чирлесе пӑрсем хушшинче вилнӗ.

Многие погибали среди льдов от голода, холода и болезней.

Ҫурҫӗр полюсӗ патне // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Мӗншӗн вӗсем выҫӑпа аптратчӗҫ, ҫӗтӗк-ҫурӑк тӑхӑнса ҫӳретчӗҫ?

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Ача ҫурчӗпе инҫе ҫула тухсан аслисем начаркка шӑпӑрлан, выҫӑпа аптӑранӑскер, урамра макӑрса тӑнине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

«Тен ҫавӑн чухнех выҫӑпа вилсе пӗтнӗ пулӗ вӗсем, — шухӑшласа илчӗ вӑл хӑйӗн ӑшӗнче, — мӗн чухлӗ халӑха силлерӗ вӑл выҫлӑх…

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Хӗрупраҫӗ те пӳтлӗ ҫын ачипчи мар-ҫке, выҫӑпа каҫӑхнӑ йӑхран ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Выҫӑпа аптӑранӑ кашкӑрсем ун пек ҫынна эрни-эрнипе ҫӗре ӳкессе кӗтеҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех