Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Диарбекиртан вырӑс Арменине ҫити ҫуран утрӑм, унтан вара Кавказ урлӑ кӑнтӑр Раҫҫее ҫитрӗм, Одессӑра пултӑм, — мана пӗтӗмпех вырӑссем пулӑшрӗҫ.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кичемлӗхпе супса, вырӑссем тӗрӗс тӑваҫҫӗ, — терӗ Катерина Васильевна, — мӗн ӗҫ пур-ха вӗсен? — вӗсен ним тумалли те ҫук; вӗсен аллисене усса лармалли ҫеҫ юлнӑ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах, чӑнах та, эпӗ вырӑссем пачах та апла маррине куратӑп: вӗсем кичемлӗхпе супма юратарах параҫҫӗ.Но действительно, я вижу в русских совершенно противное: они очень расположены хандрить.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ока вӑл; ҫав ҫыннисем вӗсем — эпир, эпир санпа вырӑссем вӗт-ха!»
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна пула, ҫывӑх перспективӑрах пирӗн ҫӗршыври вырӑссем, нумай пуҫтах чӑваш хӑйӗн чӗлхине тиркенипе вырӑсла ҫеҫ калаҫма тӑрӑшнӑ пекех, вырӑс чӗлхине тиркесе акӑлчанла ҫеҫ калаҫма пуҫламӗҫ, тесе калаятпӑр-и-ха?
Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html
Ҫамкапа стенана чышса шӑтараймӑн, тетпӗр эпир, вырӑссем.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Карамзин — историк; Пушкина — пӗлетӗп; эскимоссем Америкӑра; вырӑссем — самоедсем; ҫапла, самоедсем, — питӗ илемлӗ илтӗнет ку: са-мо-ед-сем!
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— У… эсир, вырӑссем, ҫуралассах ватӑ ҫуралатӑр.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
— Ҫапла, акӑлчан хӑй тӑвать, мӗншӗн тесен вӗсен тарҫисем нумаях мар, вырӑссем вара…— Да, англичанин сам, потому что у них не очень много слуг, а русский…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата ача чухнехи вӑхӑтпа шкул — ҫак икӗ вӑйлӑ пружина, унтан Обломовсен ҫемйинче вырӑссем нимӗҫ ачине чӗререн савса ачашлани, кайран вӑл Обломовран вӑй-халӗпе те, йӑла тӗлӗшпе те вӑйлӑ пулни вӗсене пӗр-пӗринпе ҫывхартнӑ; кунсӑр пуҫне, пуринчен ытларах, Обломовӑн чӗри таса, ҫутӑ та ырӑ пулнӑ, мӗн лайӑх, мӗн тин ҫеҫ уҫӑлса хӑйне палӑртать, чее мар, яланах ӗненекен ахаль чӗрене хирӗҫ чӗнет, вӑл ҫаксене пурне те юратнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗлӗнмелле ҫынсем эсир — вырӑссем.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вырӑссем никам туманнине тума пултараҫҫӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӗсене итлеме ытти факультетсенче вӗренекен студентсем те, лекци содержанине ӑнлансах кайман вырӑссем те пырса ҫӳреҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ун хыҫҫӑн вара вырӑссем шведсене пӗрре мар лӑсканӑ: Полтава патӗнче те, Выборг ҫывӑхӗнче те, Гангутра та.А потом русские не раз били шведов — и при Полтаве, и под Выборгом, и у Гангута.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вырӑссем ниҫта кайса кӗрейми савӑннӑ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кӗске тытӑҫу вырӑссем ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Вырӑссем нихӑҫан та парӑнмаҫҫӗ, май ҫуккине тума та май тупаҫҫӗ.— Русские никогда не сдаются, находят способ сделать невозможное.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Акӑ мӗн каларӗ мана пӗр акӑлчан офицерӗ: «Кунта вырӑссем кӑна вӗҫме пултараҫҫӗ», терӗ.Один британский офицер при мне сказал: «Здесь могут летать только русские».
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Испани туйӑнчӗ-ши мана, е Испанирен янӑ ҫыруччӗ-ши, — темле арпашни, питӗ ҫамрӑкки курӑннӑ пек пулчӗ, ҫапӑҫусем мар, Валенси таврашӗнчи пӗчӗк улма сачӗсенче эпир вырӑссем иккенне пӗлнӗ карчӑксем пире ӑҫта лартса мӗн тӑвассине пӗлместчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аттен ҫул-ҫӳренӗ историйӗ вырӑссем Арктикӑна пӗлсе ҫитнӗ историре Седов, Русанов, Толь… ячӗсемпе пӗр тан тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951