Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнӗнче (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасене хӑйсене корреспондент вырӑнӗнче тӗрӗслесе пӑхма йыхравласан вӗсем хаваспах килӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Атте – шанчӑклӑ тӗрев, ҫемье тыткӑчи, ывӑлшӑн вӑл ырӑ тӗслӗх, хӗршӗн вара вӗрентекен вырӑнӗнче, ҫаплах вӑл Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи те!

Отец – это опора, стержень всей семьи, пример для сына и наставник для дочери, защитник Родины!

Олег Николаев Ашшӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/16/ole ... -dnem-otca

Эпир информаци вуласа паракансен вырӑнӗнче те пулса куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Геннадий Иванович ашшӗ-амӑшӗшӗн те, ачасемшӗн те Турӑ вырӑнӗнче тӑнӑ пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Ял вырӑнӗнче — ҫӑва.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ху пӗлетӗн, эсӗ манӑн атте вырӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сухайкасси ял тӑрӑхӗ республикӑри кашни муниципаллӑ пӗрлешӳшӗн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулни вӑрттӑнлӑх мар.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Унта вӑл ӗмӗр упранӗ, ҫитес ӑру валли хаклӑ документ вырӑнӗнче пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Тухса калаҫакансем Антон Петровичпа мӑнаҫланнине, вӑл кашниншӗн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну каҫӗнче Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ // Алена Пчелкина. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d0%b0%d1% ... b0%d0%bba/

Ачасемшӗн ку юр ырлӑх вырӑнӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Медицина карттисене тултарса пырать, ӗҫ вырӑнӗнче яланах йӗрке хуҫаланать.

Куҫарса пулӑш

Сипленме пыракансем хисеплеҫҫӗ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/14/%d1%81%d0% ... %d0%b5cce/

Пилӗк уйӑх каярах, ҫу уйӑхӗнче, хальхи ҫӗнӗ клуб вырӑнӗнче пушӑ лаптӑк пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуба хӗле кӗриччен хута ярӗҫ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... f%d1%80ec/

Каҫхине авари вырӑнӗнче йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗрен Сӑнав поселокӗ патӗнче машинӑсене каялла ҫавӑрса тавран янӑ.

Вечером, из-за работы правоохранителей на месте аварии, около поселка Опытный машины разворачивали для объезда места происшествия.

Ҫӗрпӳ районӗнче 7 машина ҫапӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33035.html

2015 ҫулта Томас курьерта ӗҫленӗ, ӗҫ вырӑнӗнче вӑл 1200 долларлӑх япала вӑрланӑ.

В 2015 году Томас работал курьером и украл товары на 1200 долларов.

Кӑнтӑр Африка Республикинче преступник полицие вырнаҫма кайнӑ та йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32941.html

Юрий Паульевич пӗлтернӗ тӑрӑх, чарӑну вырӑнӗнче пассажирсене анса юлмалли платформа вырнаҫтарнӑ, саксем, информаци стенчӗ тата урнӑсем пур.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/

Пӗччен Хӗрсен общество вырӑнӗнче ытларах пулмалла.

Одиноким Девам рекомендуется чаще бывать в компаниях и общественных местах.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уйрӑмах ӗҫ вырӑнӗнче хӑвӑра алӑра тытӑр.

Куҫарса пулӑш

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уйрӑмах ӗҫ вырӑнӗнче хӑвӑра алӑра тытӑр.

Особенно держите себя в руках на рабочем месте.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑй кӗпере вара унччен ҫакӑнта ларнӑ тепӗр йывӑҫ кӗпер вырӑнӗнче 1953 ҫулта туса лартнӑ.

Сам же мост был построен в 1953 году на месте другого деревянного моста, который существовал здесь до него.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Халь ӑна хӑваласа янӑ, ун вырӑнӗнче вун виҫ ҫулхи ача ларать.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех