Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнӗнче (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахтупай ун ҫине пӑхрӗ те, ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса кайрӗ: ҫыннин сӑмса вырӑнӗнче темле путӑк, хӑлхисем ҫук, хӑрах алли вырӑнне пиншак ҫанни ҫеҫ уртӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каруман вырӑнӗнче михӗсенчен тунӑ пукане выртать.

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Участокри врачӑн ӗҫне лайӑх пӗлни, хӑй те ун вырӑнӗнче ӗҫлесе курни П. Н. Осипова ҫакна тӗрӗс ҫырма пулӑшнӑ та.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Участокри врач вырӑнӗнче ӗҫлесе, вӑл ку участока часах малти вырӑна кӑларать, пӗтӗм ҫӗршывӗпе чапа тухать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Чӑваш театрӗн артисчӗпе режиссерӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ, пьесӑсем ҫырнӑ, вырӑсларан куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Капранов, аслӑ повар вырӑнӗнче пулса, кашнине шӳрпе ярса пачӗ, пӗрер пулӑ хучӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вунтӑххӑрмӗш ҫулта ҫунса кайрӗ вӑл, халӗ ун вырӑнӗнче куршанакпа вӗлтрен кӑна хуҫаланать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун вырӑнӗнче малтан кивӗ пасар пулнӑ.

На его месте ранее находился старый рынок.

Шупашкарта ҫӗнӗ пасар ӗҫлеме пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32294.html

Чи малтан Урасметшӑн тӗлӗнмелли ҫакӑ пулчӗ: хаким вырӑнӗнче халь кунта никам та мар, Чапкун ларать.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халь ӗнтӗ эсӗ мӑрса вырӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ халь мӑрса вырӑнӗнче! — кӑшкӑрчӗ алманчӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫӗ лашана ака туй валли ҫӳретме тытӑнмалла, виҫӗ урхамахшӑн унӑн, тарҫӑ вырӑнӗнче шутланакан ахаль тӗкӗрҫӗн, явап тытмалла.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗнтӗ, кин, пӗр алтӑр сӑра ӗҫсе пар-ха, — ҫав-ҫавах хӑй вырӑнӗнче хытса тӑракан Эрнепи патне шиклӗ ҫывхарчӗ Нетӳҫ инке.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Тукай тусӑм, аллах умӗнче калатӑп, сан арӑмна хан курас пулсан ӑна хӑйӗн гаремӗнче чи хитре чечек вырӑнӗнче тытса усрамалла», — терӗ вӑл пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уншӑн ҫын шӑрка вырӑнӗнче кӑна.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вырттӑрах эппин хӑй вырӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗмӗрхи ҫӗрме пуян вырӑнӗнче шутланнӑ ҫыннӑн ҫемйи валли те ҫителӗклӗ тырӑ пулман: те сутса янӑ, те айккинелле ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ашшӗ-амӑшӗ вырӑнӗнче пулнӑ ҫынсенчен епле ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайӑн?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑнах та вӑл яла пурӑнма куҫсан, ку тӑван кил вырӑнӗнче пулнӑ хваттер унӑн пулмасть-ҫке?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Подколесин ун вырӑнӗнче пулсан, тахҫанах авланнӑ пулӗччӗ! — терӗ Костя.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех