Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун вырӑнче кирек мӗнле хӗрарӑм та аптӑраса кайӑччӗ ӗнтӗ.
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ку ӗнтӗ мустанг пуҫ шӑммийӗ ҫеҫ пулнӑ, вӑл пукан вырӑнче пулнӑ.
XXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Саспаллин вертикальлӗ пайӗ вырӑнче тӑракан ҫурт пуҫӗнче столовӑй тата килсе, ҫӳрекенсем валли пӳлӗмсем пулнӑ.Крыло, составлявшее вертикальную часть буквы, было занято под столовую и комнаты для приезжающих.
XIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Лейно пуҫласа папаҫ карчӑк вырӑнче пулса курчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
— Кӳршӗ пӳртри папаҫ карчӑк вырӑнче!
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Темиҫе минутран тыткӑнрисене каллех вӗсемшӗн тӗрме вырӑнче шутланакан храм ҫуртне кайса хупрӗҫ.Через несколько минут пленников отвели обратно в храм, служивший им тюрьмой.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн шухӑшӗпе маориецсен экспедицине тӳрех Англи ҫарӗсен аллине парса ӑна ытлашши йывӑрлӑхсенчен ҫеҫ хӑтараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене тыткӑна илнине асап курни тесе мар, ӗҫ ӑнса пыни вырӑнче кӑна шутламалла.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пампассенчи илемлӗ шӑпчӑксем вырӑнче шутланакан хильгуэроссем те хайсем кивӗлле руладисене пама пӑрахрӗҫ, пурте йывӑҫ ҫупӑрлавӗнче пытанчӗҫ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сӑртсен умӗнчи тӑварлӑ тӑпра ҫинче ҫитӗнекен курӑк выльӑхсемшӗн питӗ аван апат вырӑнче шутланать, ҫавӑнпа та эстанцисем валли яланах тӑварлӑ вырӑнсене суйласа илеҫҫӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Йӗри-тавра шӑплӑх тӑнине кура, тепри Талькав вырӑнче пулсан, татах ҫывӑрса кайӗччӗ.Всякий другой на месте Талькава был бы успокоен царящей кругом тишиной и снова бы уснул.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ун вырӑнче тепри пулсан, шухӑшласа тӑратчӗ-ха, те Родниковскине каймалла, те тӑван станица патнерех юлмалла, — кунта юлсан, каҫхине киле кайса килме те, мунча кӗме те пулать; тепри пулсан, Сергее ӗлӗкхи ӗҫрех хӑварма тилмӗрӗччӗ-ха, темӗн тӗрлӗ сӑлтавсем тупса, ниепле те кайма май ҫук тесе тӑрӗччӗ.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ун вырӑнче те иккӗмӗш, те виҫҫӗмӗш секретарӗ ларать — вӗсене эпӗ палламастӑп.Сидел на его месте второй секретарь или дажеть третий — тех я не знаю.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Юлташ гварди кӗҫӗн лейтенант, — терӗ радист-пулеметчик вырӑнче ларакан Чикильдин Сергее.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Каҫсерен вӑл урапа ҫинче, шинельпе кӗптенсе, аллисене пуҫ айне хуҫлатса хурса выртать те, киле епле таврӑнасси ҫинчен, арӑмӗ ӑна епле йышӑнасси ҫинчен шухӑшлать, вара ӑна кӑкӑрӗнче чӗре вырӑнче темле пысӑк эрешмен мӗшӗлтетнӗ пек туйӑнма пуҫлать.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӗҫлеме — намӑс, ӗҫ вӑл ногаец-тарҫа тата хӗрарӑма кӑна килӗшет: ҫакна казак чунтан ӗненсе тӑрать пулин те, вӑл хӑй усӑ куракан мӗнпур япаласем, «хамӑн» тесе шутлаканскерсем пурте ҫав ӗҫӗн ҫимӗҫӗсем пулнине, тарҫӑ вырӑнче шутланакан хӗрарӑм, — амӑшӗ е арӑмӗ, — вӑл усӑ куракан пур япаласене те унран туртса илме пултарнине, уҫҫӑнах мар пулин те, чиперех туйса тӑрать.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӗрне качча пыма сӗнмен, ҫураҫас пирки калаҫассине, директоршӑпа хамӑрӑн пӗтӗм хӗрарӑмсен тарӑхне, пӗрмай малалла тӑса-тӑса пычӗ, авланнӑ хыҫҫӑн хӑй ҫине тиенес ӗҫсемпе ответлӑхсем ҫинчен шутласа пурӑнчӗ, ҫав хушӑрах тата Варенькӑпа кашни кун майлах уткаласа уҫӑлса ҫӳретчӗ хай, пӗлме ҫук, ун вырӑнче кирек камӑн та ҫапла пурӑнмалла, тесе шухӑшлатчӗ пулас хӑй, ҫемьеллӗ пурнӑҫ ҫинчен калаҫкалама ман пата та пырса ларатчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Пӗтекен ҫарӑн салтакӗсем юр ӑшне путаҫҫӗ, халтан кайса пере-пере анаҫҫӗ, ывӑтса янӑ ялавсен аврисем ҫинче, хуҫӑлса ӳкнӗ ӑмӑрткайӑксен вырӑнче чӗрӗ ҫӑхансем кӑранклатса лараҫҫӗ.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сывалнӑ хыҫҫӑн, халӗ пирӗн патра вилнӗ атте вырӑнче пуҫлӑх пулса тӑракан Алексей Иванович, отец Герасима Пугачев ячӗпе хӑратса, мана ирӗксӗрех хай аллине партарчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мӗншӗн тесен, унӑн чӳречисем умӗнче темӗн чухлех каснӑ-лартнӑ Кирила Петрович сӑн-сӑпатлӑ ачасем, дворовӑйсем вырӑнче шутланса, ҫара уран чупса ҫӳренӗ пулин те, Мими мамзелӗн кӑнтӑр енчи халӑхсен сӑн-пичӗ евӗрлӗ, хура куҫлӑ тӑхӑр ҫулти шаймӑк ачине вӑл хӑй патӗнче усранӑ, ӑна хӑйӗн ывӑлӗ тесе шутланӑ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949