Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртатчӗ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чылай вӑхӑтран лаҫа, картишне, урама сипетлӗ ҫӑкӑр шӑрши тухса тулатчӗ те, вара лаҫ тӑррине хамӑр лупас айӗнче пурӑнакан кӑвакарчӑнсем вӗҫсе пырса ларатчӗҫ, улайкка йытӑ килсе выртатчӗ.

И вот по кухне, по двору, по улице уже разносится вкуснейший запах испеченного хлеба, на который тут же слетаются живущие под нашим сараем голуби, а пестрая собака укладывается у самого порога и ждет вкусной корочки…

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй ҫине ҫӳхе ҫивитти ҫеҫ пӑрахса янӑ Укка Микулай ун еннелле хапсӑнса пӑха-пӑха илнине вӑл килсе кӗнӗренпех туйса выртатчӗ.

Укка, несомненно, заметила, какими глазами глядел на нее Мигулай, когда вошел в дом и увидел ее, полунагую, в одной тонкой рубашке.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахруна тытма уйӑрса янӑ ҫынсемпе полици салтакӗ Шуркассине ҫитнӗ ҫӗре Яка Илле тарҫи урайӗнче хускалмасӑр выртатчӗ.

Когда выделенные на поимку Шахруна несколько человек и сопровождавший их полицейский прибыли в Шургасы, работник Яга Илле лежал бездыханный на полу.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унччен Янтул арӑмӗ ҫумне каҫхине ним ҫӑвӑнмасӑр кӗрсе выртатчӗ те арӑмӗнчен кӗрекен уҫӑ та таса сывлӑша ытараймасӑр сывласа киленетчӗ.

если Яндул до сего времени, не умываясь, после трудового дня нырял прямо к жене под одеяло и упивался исходящей от нее свежестью,

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗнер ӑна Иван Петрович курнӑ, пӗр хӗрарӑмпа Сӑр хӗрринчи хӑвалӑхра выртатчӗ тет» — тесе каласа пачӗ.

Вчера вон его Иван Мар-келыч на берегу Суры с бабой видел, в кустах…»

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле пырса кӗнӗ вӑхӑтра Някуҫ мучи ҫенӗкри сарлака путмар ҫинче выртатчӗ.

Нягусь спал на широких нарах в сенях, когда в его дом вошел Илле.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗтел ҫинче выртатчӗ те…

На столе лежали…

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лӑплантӑр, ҫывӑртӑр пулатчӗ — Ыйӑхрине ма вӑратас: Кайса пат ӳкнӗскер выртатчӗ — Ӳпӗннине ма тӑратас.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Йӑмшакрах сывлӑхлӑ Левентей хӑйне районтан чӗннӗ кун вырӑнпах выртатчӗ. ҫавӑнпа делегаципе кайма Кӑтра Михалава чӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳрт ишӗлчӗкне лайӑхрах тӗрӗслемеллеччӗ, тен, упӑшки ҫавӑнтах выртатчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ир енне хавасланса хӗвел тухнине кӗтсе илетчӗ те хӗвел пайӑркисем вылякан Атӑлта шыва кӗрсе тасалсан, каҫчен канма выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ана-ҫаран хуп-хурах выртатчӗ, тырпул акса ӳстернин палли те юлманлах ҫунса кайнӑччӗ ыраш пусси.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем процедурнӑя пырса кӗнӗ чух пациент, хӗр хушса хӑварнине итлесе, пӗр хускалмасӑр выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чим, Паша, шыв кӳрсе килнӗ чух асӑрхарӑм — ҫӗрӗк юпа выртатчӗ ҫул хӗрринче…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ӑна куртӑм-ха, кӗлет умӗнче унта пӗри шапа пекех саркаланса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл енчен-енне ҫаврӑнса выртатчӗ, хӳрипе ҫӗре ҫапа-ҫапа илетчӗ.

Он поворачивался с боку на бок и постукивал хвостом о землю.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Шопен композиторӑн «Ноктюрн» ятлӑ произведенийӗ ҫиелтех выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑл хӑяккӑн выртатчӗ, — терӗ Моргиана йывӑр япалан сӳрӗк хирӗҫлевне ҫӗнтерме хӑтланса, — эпӗ ӑна тӳнтерсе ятӑм, ҫӗклеме вара…

— Он лежал на боку, — говорила Моргиана, усиливаясь одолеть равнодушное сопротивление тяжести, — я смогла опрокинуть, но поднять…

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Бичепе калаҫма чарӑнсан комиссар револьвер ҫине куҫрӗ, — эпир пырса кӗнӗ чухне вӑл урайӗнче выртатчӗ.

Оставив Биче в покое, комиссар занялся револьвером, который лежал на полу, когда мы вошли.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Каҫпа, эпӗ ун патне пырсан, вӑл типӗ ҫулҫӑ сарнӑ ҫӗрте выртатчӗ, хӑй ҫӑлтӑрлӑ хура пӗлӗт ҫинелле шӑтарас пек пӑхса, ерипен темӗнле юрӑ юрлатчӗ.

Вечером, когда я подошел к нему, он лежал на охапке сухой листвы и, уставившись в черное звездное небо, тихонько напевал что-то.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех