Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртатчӗ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑна кӗнӗ чухне вӑл хырӑмӗ ҫинче выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр аманни те куҫне хупса, тӑна кӗреймесӗр выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирук хӑрушӑ тӗлӗк курса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Палатӑна кӗнӗ чух хуньӑш куҫӗсене хупса выртатчӗ, ҫывӑратчӗ-ши вӑл е шухӑша путнӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тепӗр кунне Марине ир-ирех лупас тӑррине хӑпарса пӑхрӗ, йӑвара пилӗк ҫӑмарта выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Сехечӗ-сехечӗпе пӗр-пӗччен пирус туртса, шухӑша кайса ларатчӗ, ун тавра пирус тӗпӗ купаланса выртатчӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Магазин крыльци ҫинче алӑка урлӑ темле ҫын «Вун ик кӑшӑллӑ пичкине» уҫасшӑн ӗнрешсе выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темиҫе шӑхлич тусан, вӑл каллех ҫывӑрма тӑсӑлса выртатчӗ, вара эпӗ сурӑхсене тапӑртан тӑричченех астӑваттӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Захар сӑрт тӑрринчи йӑмра сулхӑнне тӑсӑлса выртатчӗ те куҫне хупнӑ-хупманах харлаттарма пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫывӑрнӑ чухне те санпа аташса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паҫӑр ҫеҫ сывӑ мар тесе йынӑшса выртатчӗ, тӑрантас ҫине кушакран та ҫӑмӑллӑн хӑпарса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй вӑл, чӑтайманнипе, урайне тӑсӑлса выртатчӗ, вӗри пӑс унта ӑшалантарма пуҫласан, алкумне упаленсе тухатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ман ҫаран Сӑр тӑрӑх Атӑл таран сарӑлса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливанпа ашшӗ Тукай патне пырса тухнӑ хушӑра Япанча ҫерем ҫинче юн юхтарса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ламппас ку вӑхӑтра ҫенӗк умӗнче выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Твиккапа Квиккана аш панӑ чух малтанхи кунсем Ламппас кӑштах кӳренетчӗ, нӑйкӑшса, куҫне мӑч-мӑч хупса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Пӗви те инҫетренех курӑнса йӑлтӑртатса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Пирӗн ҫенӗк айӗнче тахҫантанпах пӗр кивӗ пӗчӗк арча выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Вӑл ура шыҫҫипе ахлатса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр кун ирхине Григорьев пынӑ вӑхӑтра Долгов Парамон вырӑнӗнче лазаретра урӑх салтак выртатчӗ ӗнтӗ.

Когда на другой день Григорьев пришел навестить Парамона, на его месте лежал другой раненый.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех